Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вулавӑшсем

Канаш районне кӗрекен Сител ял вулавӑшӗ ҫулла та пушанмасть. «Ҫулла та кӗнекепе» конкурс малалла тӑсӑлать — пӗчӗк вулавҫӑсем кӗнеке вуласах тӑраҫҫӗ.

Ял ҫыннисемсӗр пуҫне вулавӑша тӑванӗсем патне килнисем те ҫӳреҫҫӗ — пурӗ 24-ӑн ҫырӑннӑ.

Вулавӑшра ачасем кӗнекепе хаҫатсем вуланисӗр пуҫне шашкӑлла та выляма пултараҫҫӗ. Кунта вӗсем валли ятарлӑ пӗчӗк турнирсем иртеҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

С.Т.Аксаков ячӗллӗ Чӗмпӗр обаҫӗнчи ҫамрӑксемпе ачасен вулавӑшӗ «Хӗрлӗ чечек» («Аленький цветочек») ятлӑ конкурс ирттерме палӑртнӑ.

Шӑнкӑртамти шкул вӗренекенӗсем ку ӑмӑртӑва сиктерсе хӑварас темерӗҫ, хутшӑнма шутларӗҫ.

Пурӗ виҫӗ номинаци:

* Юмах вулатпӑр;

* Юмах ҫыратпӑр;

* Юмаха илемлететпӗр.

Конкурса 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

 

Хальхи вӑхӑт тӗнле пӗрремеш номинацине хӑйсен ӗҫӗсене пурӗ 5 ача ярса панӑ. 6 вӗренекен юмах ҫырнӑ. 8-мӗш класра вӗренекен Лейсен Ильясова «Планерка в лесу» ятпа юмаха эрешленӗ. Шӑнкӑртамри ача-пӑча вулавӑшне ҫӗнӗ ӗҫсем килсех тӑраҫҫӗ — вӗсене пурне те ӑмартӑва ярса параҫҫӗ.

 

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр, пӗрремӗш вырӑнсене ҫӗнсе илессе шанатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чурачӑкри тӗслӗх вулавӑшра ҫӑмрӑксене наркотиксенчен сыхлас енӗпе «Пурнӑҫа тивӗҫлӗ ирттер — накротиксене хирӗҫлекен ҫамрӑксем ҫумне тӑр» ятлӑ ятарлӑ каҫ иртрӗ.

Мероприятире ҫамрӑксем пӗр-пӗринпе «Наркочару» ятлӑ плакатсен ӑмӑртӑвне ирттерчӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсен «Юлташ накротикпа ан явӑҫтӑр тесе эп ӑна мӗн каланӑ?» ыйту ҫине хуравламалла пулчӗ. Ӑмӑртура вӑя та кӑтартма тиврӗ — ҫамрӑксем кире пуканне йӑтрӗҫ, отжимани турӗҫ.

Мероприяти «Тивӗҫлӗ пурнӑҫ» (Право на жизнь) фильм пӑхнипе вӗҫленчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ 539№ Хушу кӑларса Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑшсен кунне йӗркеленӗ. 1996 ҫулта вара ку уява пӗрремӗш хут уявланӑ. Ку вулавӑшҫӑсен , библиографсен, кӗнекесене тӗпчекенсен уявӗ кӑна мар, ку уяв — пур кӗнеке юратакансен уявӗ.

XXI ӗмӗрхи вулавӑш — вуламалли вырӑн кӑна мар, информаци пухмалли, унпа паллашмалли вырӑн та. Хальхи вӑхӑтра вулавӑшсем ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлеме, вӗсене хута кертме пуҫлаҫҫӗ. Чӑваш Республика президенчӗн «Чӑваш Енре ял моделльлӗ вулавӑшсене йӗркелесси» Хушӑвӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлекен вулавӑшсен шучӗ 500 ҫитнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх думин председателӗ Борис Грызлов «Московские новости» хаҫата интервью панӑ чухне Чӑваш Енра вулавӑшсене ҫӗнӗтни, вӗсем лайӑх шайра пулнине асӑннӑ.

Вулавӑшсенче ҫӗнӗ технологисене ялсен историйӗсене, йӑла-йӗркесене сыхласа хӑвармашкӑн анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Сӑмахран, депутатсемпе тӗл пулусем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшсем хӑйсен сайчӗсене те уҫаҫҫӗ. Сайчӗсенче вара район кун-ҫулӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштараҫҫӗ, паллӑ ҫынсем ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Малалла...

 

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тӑвай район вулавӑшӗнче ача-пӑча кӗнекисен эрни уҫӑлнӑ. Ӑна Тӗнчери ача-пӑча кӗнеки кунне тата шкул ачисен канмалли кунӗсем пуҫланнӑ майпа уҫнӑ.

Пӗрремӗш кунӗнче вулавӑшри ача-пӑчасен кӗнекисен фондне кӑтартас енӗпе ӗҫленӗ, «Кулӑш, тумлам, урра!» тата «Ҫутҫанталӑк пурнӑҫне итлетпӗр» ятлӑ куравсем йӗркеленӗ. Вулавӑша килнисемпе кайӑксемпе чечексем ҫинчен пӗчӗк викторна ирттернӗ. Конкурсра Вьюник Алена, Лебедева Оля, Петрова Люда тата Петрова Кристина пӗлӗвӗсене лайӑх уҫса панӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Паян Куславкка ача-пӑча вулавӑшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Ара, ӑна йӗркеленӗренпе 60 ҫул иртнӗ-ҫке! Ҫавна уявласа иртернӗ те ӗнтӗ меропрятине. Кашни хӑнана вулавӑш ертӳҫи Цирулина Екатерина кӗтсе илчӗ, вулавӑшри ӗҫлекенсем те чаплӑ программа хатӗрленӗ.

Уявра Куславкка хула тӑрӑхӗн ертӳҫи Колумб Валентин Николаевич та пулнӑ. Ҫавӑн пекех хӑнасем хушшинче Хасанов Рифат Хафизовича (Куславкка администрацийӗн ӗҫӗсене ертсе пыракан), Ларионов Александр Павловича («Козловкамежрайгаз» филиалӑн ертӳҫи), Казакова Екатерина Георгиевнӑна (ача-пӑча кӗвӗ шкулӗн директорӗ), Солдатихина Марина Сергеевнӑна (Куславкка районӗн социаллӑ аталанӑвӗн тата архив ӗҫӗн пай начальникӗ), вулавӑш ӗҫӗн ветерансене курма май пулнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, [82]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та