Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: полици

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарта 19 ҫулти таксист патне икӗ ҫамрӑк пынӑ та хула хӗррине леҫсе яма ыйтнӑ. Унта ҫитсен вара вӗсем водителе багажнике чиксе хунӑ та хӑйсем руль умне ларса Канаша вӗҫтернӗ.

Унта багажникри водитель тарма пултарнӑ. Вӑл кун пирки тӳрех полицие хыпарланӑ.

Машина номерӗсене полици нарячӗсене пӗлтернӗ. Кӗҫех вӗсене асӑрханӑ, чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешсем малалла вӗҫтернӗ, полицейскисем - вӗсем хыҫҫӑн. Каччӑсем тарнӑ чухне ҫул пӑрӑнчӑкӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӗрне, унччен те судпа айӑпланнӑ 19-ти ҫамрӑка, тытса чарнӑ.

 

Хулара
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ларакан фургонран канфетсем, газлӑ шӗвексем ҫухалнӑ. Водитель машина чӳречи ҫӗмрӗк пулнине, тавар ҫуккине асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ.

Вӑрӑсене Зара ятлӑ йытӑ тупма пулӑшнӑ. Вӑл вӗсен йӗрӗ ҫине ӳксе полицейские ҫав ҫулпа илсе кайнӑ. Вӑрӑсенчен пӗри пурӑнакан ҫурт патне ҫитсен вӑрланӑ тавар урайӗнче выртнине асӑрханӑ. Вӑрӑсем ӳкерсе хӑварнӑ иккен.

Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ виҫӗ каччӑна тытса чарнӑ. Вӗсем унччен те полици аллине леккеленӗ. Каччӑсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем айӑпне йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Вӑрнар округӗнчи пӗр ялти хӗрарӑм упӑшкине эрехрен пистерме ӗмӗтленнӗ. Вӑл тӗнче тетелӗнче юмӑҫ шыранӑ. Шӑпах Самар облаҫӗнчи 24 ҫулти хӗрарӑм вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳ тӗлне лекнӗ.

Хайхи «юмӑҫ» темӗн тӗрлӗ йӑла та туса ирттернӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм вара кашнинчех укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе 365 пин тенкӗ тӑкакланӑ вӑл.

Йӗрке хуралҫисем ҫав «юмӑҫа» тупнӑ. Самар облаҫӗнчи хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Анчах ку явап тытасран хӑтармасть ӑна. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тишкереҫҫӗ.

 

Хулара
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарти арҫын савнийӗ пулнӑ хӗрӗ хӑйне пӑрахнине ниепле те йышӑнман. Вӗсем арҫыннӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн уйрӑлнӑ. Хайхискер ӑна вӑрлама шутланӑ.

Арҫын хӗре урамра сыхласа тӑнӑ, ӑна хӑйӗн машинине вӑйпах лартнӑ. Вӑл ҫапла тӗлпулу ирттересшӗн пулнӑ иккен. Анчах хӗр тарма пултарнӑ. Кайран вӑл полицие кайса арҫын тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ.

Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын ҫуралнӑ кунне полицире кӗтсе илнӗ. Ӑна кун пек ҫынна вӑрланӑшӑн 5 ҫул таран тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/shot_shot/62910
 

Хулара
feniks7.ru сайтри сӑн
feniks7.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 3-мӗш класс ачи палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин номерне панӑ. Кун хыҫҫӑн 34 ҫулти хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 5 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.

9 ҫулти ача компьютер вӑййисене юратнӑ. Пӗрре мессенджерте ун патне скинсем туянма сӗнӳ килнӗ. Ача ҫав ҫынпа ҫырӑннӑ, малтан амӑшӗн банк карттин номерне панӑ, кайран – телефон ҫине килнӗ кода. Ҫапла счет ҫинчен 4800 тенкӗ ҫухалнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Персона

Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Николай Гаврилова ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хаварнӑ. Палламан ҫынсем хӑйсемпе «ФСБ ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ. 65-ри Николай Гаврилов хӑй те унта тахҫан ӗҫленӗ.

Ун патне Раҫҫейри Геройсен ассоциацийӗнчен шӑнкӑравланӑ имӗш. Унӑн укҫине такамсем хапсӑнаҫҫӗ иккен. Унтан Николай Гаврилова «ФСБ ӗҫченӗпе», «Тӗп банк ҫыннипе» калаҫтарнӑ. Вӗсем ӑна счечӗ ҫинчи 1,5 млн тенкине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине хума ӳкӗте кӗртнӗ.

Герой укҫана тӑватӑ кунра палламан ҫынсене куҫарса панӑ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вара вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bazabazon/25289
 

Республикӑра
shilk-pravda.ru сайтри сӑн
shilk-pravda.ru сайтри сӑн

Улатӑрта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм палламан ҫынсемпе телефонпа калаҫса 1,5 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.

Вӑл палламан ҫынсемпе икӗ эрне калаҫнӑ. Лешсем ӑна 1 миллион та 413 пин те 400 тенкине темӗнле инвестицисене хывма ӳкӗте кӗртнӗ. 1 миллиона яхӑн тенкине вӑл кредит илнӗ, ыттине пӗлӗшӗсенчен кивҫен ыйтнӑ. Палламан ҫынсем татах та татах укҫа ыйтнӑ, тупӑша вара пама васкаман. Ҫавӑн чухне тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче полицие пырса заявлени ҫырнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Шупашкарти Максим Горький палӑкӗ ҫине такамсем ӳкернине асӑрханӑ. Ҫакна полицие те пӗлтернӗ, ҫынсем сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне те вырнаҫтарнӑ.

Вырӑнти влаҫ палӑка икӗ хутчен тасатнӑ, анчах ун ҫине каллех такамсем ҫырса хунӑ.

Ҫак ӗҫе 9-ти тата 10 ҫулти хӗрачасем тунине палӑртнӑ. Вӗсем «шӗвӗ юр» спрейпа усӑ курса палӑк ҫине салам сӑмахӗ тата ятсем ҫырнӑ. Куншӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗ ӑҫта пулнине чӳк уйӑхӗнченпе пӗлмест. Вӑл полицие пулӑшу ыйтма пынӑ.

Руслан Любинарский чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Хӑйӗнпе ҫумӑн докуменчӗсем те пулман унӑн.

Ҫухалнӑ кун Руслан хура куртка, сарӑ кофта, сӑрӑ джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Унӑн сулахай куҫ харши ҫийӗн суран йӗрӗ пур. Руслана куракансене полицие 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police
 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ҪҪХПИ экипажӗ М-7 ҫул хӗррипе утакан арҫын ачана асӑрханӑ. Вӑл Мускав еннелле утнӑ, хӑй макӑрнӑ, темшӗн хуйхӑрнӑ.

Йӗрке хуралҫисем арҫын ачапа мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. 10 ҫултискер ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫнӗ те килтен тухса кайнӑ иккен. Инспекторсем ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Вӗсем арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗпе мирлештересшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын