Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: семинарсем

Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн шкул ҫулне ҫитменнисен тата пуҫламӑш классен кафедри тата «Чӑваш Ен вӗрентӳҫисен ассоциацийӗн» пуҫламӑш клас вӗрентекенӗсен секцийӗ Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта «Формирование индивидуальной траектории развития учащихся начальных классов в информационной среде школы» семинар ирттерчӗҫ. Семинара Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрле районӗнчи пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ.

 

Хӑнасене шкулӑн пуҫламӑш класӗсенче тӗрлӗ тӗслӗ уҫӑ уроксене кӑтартрӗҫ. Волков В.Г. директор пӗлтернипе, халӗ шкулта ҫӗнӗ информаци технологисемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Директора информаципе компьютер технологийӗсем тӗлӗшӗнчен пулӑшакан Толмачев С.Г. шкулӑн пӗтӗмӗшле информаци уҫлӑхӗнчи пуҫламӑш звено епле ӗҫлени пирки каласа пачӗ, тӗслӗх валли NetSchool программӑна илчӗ. Путеров В.М. инженер-программист Moodle системӑпа паллаштарчӗ.

 

Семинарӑн тӗп пайӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн шкул хӑнисем Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейне ҫитсе курчӗҫ.

Малалла...

 

Ыран, календарьпе хӗл ларнӑ кун, Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш пуҫламӑш шкулта «Тӑван чӗлхене вӗрентме тата сарма пулӑшакан ҫӗнӗ ӑслайсем» (Новые подходы к преподаванию и популяризации родного языка) ятлӑ семинар иртӗ. Вӑл 12 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Семинара йӗркелекенсем: Чӑваш Республикин вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви тата «Ӑнӑҫу тумалли чӗлхе» (Язык для успеха) ятлӑ ют чӗлхесем вӗрентекен шкул.

Пурӗ 4 семинар ирттерме палӑртнӑ. Ыранхи — пӗрремеш пулӗ. Семинарта чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене хальхи вӑхӑтра тӑван чӗлхене епле вӗрентмелли тата ӑна ачасем хушшинче сарма пулӑшакан мелсемпе паллаштарӗҫ. Ют ҫӗршыври опыт пирки каласа парӗҫ. С.Г. Ефимова уҫӑ урок ирттерӗ, ӑна сӳтсе явӗҫ.

Семинарсем тӳлевсӗр. 1-мӗш шкул адресӗ: Ярославль урамӗ, 52 ҫурт. Транспорт ҫинчен «Республика лапамӗ» чарӑнура тухмалла.

 

2008 ҫулхи раштавӑн 1-3-мӗшӗсенче Хусанта «Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ вӗренӳ саккунӗсен условийӗсенчи вӗрентӳ тытӑмӗн патшалӑх тата тӑван чӗлхисем» темӑпа регионсен наукӑпа практика семинарӗ иртрӗ. Унта чӑваш, якут, пушкӑрт, палкар, хакас, алтай, тува, тутар тата ытти хӑш-пӗр тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхе тата вӗрентӳ специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ. Тӗп ыйту — вӗренӳ стандарчӗсенчи наци компоненчӗн пуласлӑхӗ. Тӳрӗрех каласан, наци компоненчӗ текен ӑнлану ҫук ҫӗнӗ саккунта. Ҫакӑ тӑван чӗлхене, тӑван халӑх историне вӗрентес йӗркене урӑх ҫулпа чуптарать. Вырӑс мар чӗлхесен патшалӑх чӗлхин статусне, вӗрентӳ саккуне кӗртнӗ улшӑнусемпе пӗтерсе, наци республикисенче тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтӑва шкулсемпе общественнӑҫ аллине парас шухӑш тӗп вырӑнта тӑрать. Ку мӗн патне илсе ҫитерме пултарни каламасӑрах паллӑ. Малашне ку саккунпа килӗшӳллӗн Республикӑн патшалӑх чӗлхине вӗрентес ӗҫ - патшалӑх ыйтӑвӗ тата ӗҫӗ мар иккен, уйрӑм ҫынсен, тӗрлӗ пӗрлешӗвсен тата шкулсен ӗҫӗ.

Чӑваш е ытти наци чӗлхисене вӗрентес ыйтӑва патшалӑх мар, ашшӗ-амӑш пухӑвӗсенче татса пама пуҫласан, паллах, ним ыррине те ан кӗт.

Малалла...

 

Раштав уйӑхӗн 4-мӗшпе 6-мӗшӗ хушшинче Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнче чӑваш наци шкулӗсенче Тӑван Ен культурине вӗрентекенсен семинарӗ иртӗ.

Семинарта ӗҫ тетрачӗсене усӑ курса ТЕК (Тӑван Ен культури) предмета вӗрентмелли мелсене, вӗренекенсене олимпиадӑсене, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хатӗрлессине сӳтсе явӗҫ.

 

Семинар 10:00 сехетре пуҫланӗ, 216 пӳлӗмре регистрацилеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 45-07-44

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та