Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: театрсем

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Турцире иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Пин сывлав пӗр сас» (Bin Nefes Bir Ses) IV-мӗш фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Паян Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльпе фестивале чӑваш артисчӗсем уҫӗҫ.

Чӑваш ушкӑнӗсӗр пуҫне, театр пухӑвне Казахстан, Молдова, Тутарстан, Башкортостан, Украина, Кипр, Македони тата Турци ушкӑнӗсем пырӗҫ.

Спектакльсене Турккӑ Республикин Конья (Konya) хулинчи патшалӑх театрӗнче тата Дилек Сабанджи (Dilek Sabancı) патшалӑх филармонийӗнче лартӗҫ.

Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Шупашкара ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче таврӑнӗҫ.

 

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхи эрни ирттереҫҫӗ — пӗр-пӗр чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсене суйласа спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл уйӑх патнелле, акан 29-мӗшӗччен, тӑсӑлӗ — ӑна Юхма Мишши 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Виҫӗмкун театрта куракансем Ева Лисина хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» спектакльпе паллашнӑччӗ. Акан 13-мӗшӗнчен пуҫласа театр ҫулҫӳреве тухӗ — Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине» малтан Хусанта («Кольцо» гипермаркетӑн сцени ҫинче; акан 13-мӗшӗ), кайран Кӳкеҫре (акан 15-мӗшӗ), Зеленодольскра (Тутарстан; акан 20-мӗшӗ), Етӗрнере (акан 21-мӗшӗ), Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) ачасене савӑнтарӗҫ.

Акан 19-мӗшӗнче «Театр кунӗ» Вӑрмарта иртмелле — вӑл кун куракансем «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» тата Э.Э. Шмиттӑн «14 писем к Богу» спектакльсемпе паллашма пултарӗҫ. Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) те «Театр кунне» ирттерме палӑртнӑ.

Малалла...

 

спектакльти самант
спектакльти самант

Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсем умӗн Шупашкарти пукане театрӗ Елчӗк районне ҫитсе килчӗ — кунта театр кунне ирттерчӗҫ.

Елчӗкри культура ҫуртӗнче артистсем чи малтан Г. Азамӑн «Заяц-победитель» спектакле кӑтартрӗҫ. Шупашкартан килнӗ пукане вылявӗн ӑҫтисен вӑййине курма 250 ытла ача пухӑнчӗ — район центрӗнчен кӑна мар, ача-пӑча ытти ялсенчен те ҫитрӗ.

Тӗп вулавӑшра вара французсен юмахӗ тӑрӑх лартнӑ «Шурӑ кушак» спектакле кӑтартрӗҫ — хальхинче куракансем хушшинче 21 сусӑр ача пулчӗ.

Кашни спектакле ачасем кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ — хӑнасене хӑйсем патне тепре те килсе кайма сӗнчӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

ЧӲК
21

Трак ен халӑх театрӗ премьерӑпа сцена ҫине тухрӗ
 Виталий Михайлов | 21.11.2009 19:24 |

Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи Халӑх театрӗ куракансем умне ҫӗнӗ премьера кӑларчӗ - З.Володарскин "Лантӑшсем" пьесине чӑвашла куҫарса лартса пачӗ. Спектакльти ӗҫсем иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ Иван Платонович Кириенко хирург ҫемйинче пулса иртеҫҫӗ пулин те, спектакле лартакан Надежда Николаева режиссер геройсене паянхи кун кӑларса тӑратнӑ кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсем тавра калаҫтарма пултарчӗ. Халӑх пултарулӑхӗн артисчӗсем те хальхи пурнӑҫ пӑрӑнчӑкӗсене юрату тата ҫынлӑх туйӑмӗсенчен уйӑрса, вӗсене сивлесе куракансен чунне ҫыннӑн чи хаклӑ та ырӑ туйӑмлӑ пахалӑхӗсене вырнаҫтарма пултарчӗҫ.

Пьесӑна чӑвашла яка та таса чӗлхепе куҫарнӑ. Куракансене мелодрамӑра усӑ курнӑ кӗвӗ-юрӑ питӗ кӑмӑла кайрӗ. Декораци пуян пулни курӑнать. Сасӑ режиссерӗ пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлени сисӗнчӗ. Рольсенче ял ҫыннисем пурте пӗлекен хамӑр ялсем вылярӗҫ: Валерий Миронов (И.П.Кириенко), Светлана Васильева (Л.П.Кириенко), Надежда Николаева (Нина), Николай Петров (Ивар), Алексей Николаев (шофер), Вера Петрова (хӗрарӑм).

Маттур артистсене ӑнӑҫлӑ премьерӑпа саламлас килет.

Малалла...

 

ПУШ
26

Театр пирӗн пурнӑҫ…
 kunadina | 26.03.2009 16:54 |

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ҫак куна халалласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Хулари театрсем — библиотекӑра хӑнара» пултарулӑх тӗпелӗ иртрӗ. Кил-йыш вулав центрӗн ӗҫченӗсем Татьяна Уразаева ертсе пынипе «Великая магия театра» ятпа пысӑк курав хатӗрлерӗҫ. Ку выставкӑра хулари театрсен пултарулӑхӗпе тата историйӗпе паллашма пулать. Уяв ирттерме палӑртнӑ пӳлӗмре чӑн-чӑн театрти пекех туйӗнчӗ.

Пултарулӑх тӗпелне Чӑваш академи драма театрӗн СССР халӑх артистки Вера Кузьмина уҫрӗ. Вӑл театрӑн историйӗпе тата пултарулӗхӗпе паллаштарчӗ. Борис Чындыков драматург ҫырнӑ «Хура Чӗкеҫ» моноспектаклӗн сыпӑкне вуласа пачӗ. Ку хайлава драматург ятарласа Вера Кузьминан 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне ҫырнӑ. Малалла сӑмах ҫамрӑк артистсене – Валерий Карповпа Надежда Кузьминана – пачӗ вӑл.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павловпа Надежда Садовникова артистка - «Ромеопа Джульетта» спектаклӗн сыпӑкне тӗлӗнмелле илемлӗ выляса пачӗҫ.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Кил-йыш вулав центрӗнче пӗтӗм тӗнчери театрсен кунӗ тӗлне «Хулари театрсем — библиотекӑра хӑнара» пултарулӑх тӗпелӗ пулать.

Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни халӑх историре хӑваракан чи пысӑк йӗр — культура. Театр тӑван халӑхӑмӑрӑн культурин вышкайсӑр пысӑк пайӗ, ӳнерӗн ӗнерхи манӑҫми ҫитӗнӗвӗ, паянхи пултарулӑх вӗҫевӗ, ыранхи шанчӑкӗ тата мухтавӗ.

Хаваслӑ ларӑва спектакльсем вӑхӑтӗнче артистсемпе куракана уйӑракан чикке пӗтерсе тӗрлӗ театрсенче ӗҫлекенсемпе вӗсен ӗҫне хаклакансене пӗр зала пуҫтарас тӗллевпе ирттерме палӑртнӑ.

Уяв тӗпелне Чӑваш Республикин тӗп хулинче вырнаҫнӑ пӗтӗм театрти артистсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ:

Константин Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан Вера Кузьминична Кузьмина СССР халӑх артисткипе ҫамрӑк артистсем халӑх юратакан спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ;

Вырӑс драма театрӗн хастар артисчӗсем — Чӑвӑш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Л.

Малалла...

 

ЧӲК
02

Тӑван ҫӗр-шыв Хусанкая чыслать
 Ирина Дегтярёва | 02.11.2008 00:30 |

Чӗлхе, поэзи тата ӳнер тӗпчевҫи, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ, филологи наукисен кандидачӗ Атнер Хусанкай 60 ҫул тултарчӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ларусен залӗнче ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Хисеплӗ кӗрекере юбиляр хӑй, унӑн амӑшӗ – СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, институт директорӗ Валерий Григорьев профессор, Чӑваш Республикин культура министрӗ Роза Лизакова, ЧР вӗренӳ министрӗ Галина Чернова пулчӗҫ. Атнер Петровича Республика президенчӗ Николай Федоров, Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Михайловский тата ытти сумлӑ ҫынсем ятарлӑ телеграммӑсемпе саламланӑ. Раҫҫейри тата ют патшалӑхри паллӑ ӑсчахсем янӑ саламсене те вуласа пачӗҫ. Министрсем Атнер Хусанкая Хисеп грамотипе тата хаклӑ парнепе чысларӗҫ.

Малалла...

 

Юпа уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Мускавра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартӗ. Театр Мускаври гастроле Мускаври чӑваш наципе культура автоними пулӑшнипе килнӗ.

 

Юпа, 3. «Ялта» — 2 пайлӑ музыкӑллӑ драма (Ф. Павлов)

Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.

 

Юпа, 4. «Шухӑ вырӑнта» — 2 пайлӑ комеди (А.Н. Островский)

Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.

 

Юпа, 5. «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» — 2 пайлӑ музыкӑллӑ комеди (А. Чебанов)

Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.

 

Пур спектакле те вырӑсла куҫарса пырӗҫ. Гастроль Таганка актёрӗсен пӗрлешӗвӗн театрӗнче (Театр Содружество актеров Таганки) иртӗ, унӑн адресӗ: Мускав, Земляной вал, 76/21, Тагански м.

Театр касси 13 сехетрен 19 сехетчен ӗҫлет. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 915-11-48. Епле ҫитмеллине кунта пӗлме пулать: http://www.mirkart.ru/su?44882

 

Пурне те килсе курма чӗнетпӗр!

 

Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пукане театрӗсен «Юмахсен каруҫелӗ» ятлӑ гастрольсем пуҫланаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче тӗрлӗ пукане театрӗсем (Мари Элтен, Мордовинчен, Чӗмпӗр облӑҫӗнчен тата Тутарстанран) 4 куна яхӑн хӑйсен спектаклӗсене кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, [98]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй