Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумне Анна Ивановӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Анна Иванова асӑннӑ должноҫре пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑччӗ. Юридици, педагогика, журналистика пӗлӗвӗллӗ хӗрарӑм унччен уголовлӑ исполнительнӑй тытӑмра 16 ҫӳл тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енри тата ҫӗршыври патшалӑх организацийӗсем халӑх тетелӗнче хӑйсен страницисене ҫине тӑрсах аталантараҫҫӗ. Кам — кӑмӑлтан, кам — хӑйне хистесе. Тӳре-шарапа патшалӑх организацийӗсем халӑх тетелне мӗншӗн куҫнине тавҫӑрма йывӑр мар — ватти-вӗтти паян халӑх тетелӗсенче ларать.
Пирӗн республикӑри патшалӑх организацийӗсен официаллӑ страницисен шучӗ хальхи вӑхӑтра 2 пине ҫитнӗ. Вӗсене ҫырӑннисем — 1,5 миллион ҫын.
Асӑннӑ страницӑсен лайӑх енӗсенчен пӗри — вӗсем урлӑ ҫынсем хӑйсен ыйтӑвӗсене васкавлӑн уҫӑмлатма пултарни. Ыйтусене пост айӗнчи комментари евӗр те, страницӑна яракан ҫыру пек те ӑсатма пултараҫҫӗ. Соцсетьсене тытса пыракансем ҫав ыйтусене сӑнасах тӑраҫҫӗ, вӗсене вӑраха ямасӑр хуравлаҫҫӗ.
Шупашкарти пӗр сквера Раҫҫейри паллӑ политик Владимир Жириновский ячӗпе хисеплеме сӗнни пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Комиссири 6 ҫын сквера Жириновский ятне парассине ырланӑ. Пӗр ҫын хирӗҫ пулнӑ. Ҫапла ку ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Шупашкарти хӑш сквера Жириновский ятне парассине каярах пӑхса тухӗҫ.
Аса илтерер: хулари пӗр сквера Владимир Жириновский ячӗпе пама ЛДПР парти пайташӗ Эдуард Петров кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче сӗннӗ.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов хӑйӗн ирекӗпе ӗҫрен кайнӑ. Ӗнер округри депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта отставка ыйтӑвне пӑхса тухнӑ.
Андрей Тихонов Вӑрнар тӑрӑхне 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха унӑн ҫумӗ, территорисене хӑтлӑх кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени ертӳҫи Сергей Петров пурнӑҫлать.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан икӗ учрежденире ҫӗнӗ пуҫлӑхсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсемпе коллектива Алена Елизарова министр иртнӗ эрне вӗҫӗнче паллаштарнӑ.
Йӗпреҫри халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта директор тилхепине Андрей Иванова тыттарнӑ. Ҫав ҫын унччен Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Вӑрнар районӗнчи управленине ертсе пынӑ.
Комсомольскинчи ҫавӑн пек центра Ирина Долгова ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл маларах районти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
2008-2010 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ Михаил Козлов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 76 ҫулта пулнӑ.
Михаил Васильевич 1948 ҫулта ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине вӑл слесарь-монтажникрен пуҫланӑ. 1991 ҫулта ЖКХ тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ.
2010 ҫулта Михаил Федоров «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Кӑнтӑр суйлав округӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне суйланма тӑнӑ, анчах хӑйӗн кандидатурине хӑй тӑратнӑ ҫынна выляса янӑ. Тепӗр ҫултан Патшалӑх Канашне ЛДПРтан суйланма тӑнӑ, анчах выляса янӑ.
Ултавҫӑсем тем те пӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Вӗсем халӗ республикӑри икӗ министр ячӗпе суя ҫырусем яма пуҫласа кайнӑ. Ун пек ҫырусене хальлӗхе Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн Алёна Елизарован тата вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаров ячӗпе янӑ.
Министрсен суя аккаунтӗнчен вӗсем йӗрке хуралҫисен тӗрӗслевӗ пирки систереҫҫӗ.
Министрсем ҫынсене ун пек ҫырусене ӗненмелле мар тесе асӑрхаттараҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Китая ҫул тытӗ. Унта вӑл ӗҫпе кайӗ.
Чӑваш Ен делегацийӗ Китайра тӑватӑ кун пулӗ: чӳк уйӑӗн 6-9-мӗшӗсенче. Вӗсем Цзянси провинцири Нанчань хулинче иртекен «Волга–Янцзы» форматлӑ канашӑн лаӑвне хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Ен делегацине Олег Николаевсӑр пуҫне тата кам кӗрессине асӑнман.
Паянтан Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацине Владимир Михайлов ертсе пырать. Вӑл унччен Тӑвай муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
36 ҫулти Владимир Михайлов кӑҫал авӑн уйӑхӗн варринчен Тӑвай округӗнчен должноҫрен кайнӑ. Вӑл ку муниципалитета 2020 ҫултанпа ертсе пынӑ. Унтан кайсан Шупашкар округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗремӗш ҫумне Алексей Лукшина ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Вӗренӳ министрӗн Дмитрий Захаровӑн паянхи кун икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Вӗсем – Надежда Никандрова тата Марина Лежнина.
Алексей Лукшин министерствӑри ҫав пукана шӑп та лӑп виҫӗ ҫул йышӑннӑ. Министр ҫумӗн тилхепине ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тыттарнӑ. Унччен вӑл Шупашкарти 45-мӗш шкул директорӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |