Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Мускаври ВВЦра вырнаҫнӑ Раҫҫей халӑхӗчен ҫурчӗ умӗнчи тӳремре «Акатуй» иртӗ. Чӑваш юрри-кӗввипе, пурнӑҫӗпе паллашма, савӑнӑҫлӑ канма пурне те ҫак уява чӗнетпӗр!

 

Мероприятире спортсменсен ӑмӑртӑвӗ, чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулӗ. Уявра паллӑ ҫынсем пулӗҫ, вӗсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫамрӑксем валли дискотека хатӗрленӗ!

 

Ан манӑр! Пуҫламӑшӗ 11 сехетре!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫапла, паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне палӑртать. Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, паллах тӑван чӗлхе вырӑнӗнче чӑваш чӗлхи шутланать.

Ку уява 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн 30-мӗш тӗп конференцийӗнче палӑртма йышӑннӑ. 2000 ҫулта вара ӑна пӗрремеш хут уявланӑ. Уяв тӗллевӗ — тӗрлӗ чӗлхелӗхе тата тӗрлӗ културӑлӑха упрасси. ЮНЕСКО палӑртнӑ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри пӗтме пултарать. Ку уява ПНОн Тӗп Ассемблейи те ҫирӗплетнӗ (Α/RES/56/262-мӗш резолюци).

Шел те, Чӑваш Ен администрацийӗн сайтӗнче ку уяв пирки пӗлмеҫҫӗ пулас...

 

Паян Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче уяв иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ял 147 ҫул тултарнӑ.

Ку ял хӑй кун-ҫулӗнче Пушкина та Бичурина та астӑвать. Ял нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ӳстерсе кӑларнӑ. Вӗсем шутне Канаш Альберт Георгиевич сӑвӑҫ та кӗрет.

 

Уявра Сӗнтӗрвӑрри пуҫлӑхӗ А.А.Шумов сӑмах тухса каларӗ, Сӗнтӗрвӑрринчи чӑваш хорӗ юрларӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упи ялӗ 707 ҫул тултарнӑ май уява чӗнет! Уяв 10 сехетре стадионра пуҫланӗ.

 

Ку ялтан нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тухнӑ: Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ, Тава тивӗҫлӗ вӗрентекен И.Н.Никифоров, I-мӗш Патшалӑх Думин депутачӗ Я.А.Абрамов, Денин орденӗн кавалерӗ, СССР Аслӑ Канаш депутачӗ К.И.Горина, тата ыттисем те.

 

Уявра ҫавӑн пекех Нина Ивановнӑпа Николай Тимофеевич Тимофеевсене ылттӑн туй ячӗпе, Раиса Клементьевна Григорьевнӑна 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламлӗҫ.

 

Уяв хӑнисене тутлӑ шӳрпе ҫитерӗҫ, чӑваш сӑрине ӗҫтерӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тутарстанӑн Элмет районӗнчи Патраклӑ ял тӑрӑхӗнче Тутарстанӑн Чулман Атӑлӑн леш енче пурӑнакан чӑвашсен «Учук» пӗрремӗш уҫӑ фестивалӗ иртрӗ. Фестиваль 8 сехетре пуҫланчӗ. Икӗ вӑкӑра пусса Турра кӗл туса чӳклерӗҫ. 10 сехетре вара фестиваль уҫӑлчӗ — фестивале курма килнӗ хӑнасем умӗнче юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

Фестиваль вӗҫӗнче вара Шупашкартан килнӗ артистсем (К. Голубева, А. Шадриков, А. Васильев, В. Кузнецова, П. Ермолаев) юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.

Фестивале лайӑх хатӗрленӗшӗн Chuvash.Org пӗрлӗх Альмукова Инна Ивановнӑна, Тутарстан чӑвашӗсен диапорин ертӳҫине Яковлев Константин Геннадьевича, вӑхӑтлӑ информаципе тиӗҫтернишӗн "Сувар" хаҫат редакцине тата ытти пулӑшакансене пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ 539№ Хушу кӑларса Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑшсен кунне йӗркеленӗ. 1996 ҫулта вара ку уява пӗрремӗш хут уявланӑ. Ку вулавӑшҫӑсен , библиографсен, кӗнекесене тӗпчекенсен уявӗ кӑна мар, ку уяв — пур кӗнеке юратакансен уявӗ.

XXI ӗмӗрхи вулавӑш — вуламалли вырӑн кӑна мар, информаци пухмалли, унпа паллашмалли вырӑн та. Хальхи вӑхӑтра вулавӑшсем ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлеме, вӗсене хута кертме пуҫлаҫҫӗ. Чӑваш Республика президенчӗн «Чӑваш Енре ял моделльлӗ вулавӑшсене йӗркелесси» Хушӑвӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлекен вулавӑшсен шучӗ 500 ҫитнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх думин председателӗ Борис Грызлов «Московские новости» хаҫата интервью панӑ чухне Чӑваш Енра вулавӑшсене ҫӗнӗтни, вӗсем лайӑх шайра пулнине асӑннӑ.

Вулавӑшсенче ҫӗнӗ технологисене ялсен историйӗсене, йӑла-йӗркесене сыхласа хӑвармашкӑн анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Сӑмахран, депутатсемпе тӗл пулусем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшсем хӑйсен сайчӗсене те уҫаҫҫӗ. Сайчӗсенче вара район кун-ҫулӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштараҫҫӗ, паллӑ ҫынсем ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Малалла...

 

Паян, юпан 7-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗрремӗш хула пульницине уҫнӑранпа 75 ҫул иртнӗ ячӗпе Трактор тӑвакансен культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртӗҫ. Мероприятисем пуҫламӑшӗ 16 сехетре.

 

Страницӑсем: 1 ... 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, [157]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 15

1881
143
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
134
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
107
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
96
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
68
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
36
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ