Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юсав

Кӗперӗн проекчӗсенчен пӗри
Кӗперӗн проекчӗсенчен пӗри

Ҫитес ҫул Шупашкарти Мускав кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫул-йӗр юсассине илсен, республикӑн тӗп хулишӗн ку объект пӗлтерӗшлисен шутне кӗрет иккен, ӑна юсама 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрмалла.

1969 ҫулта хута янӑ тимӗрпе бетон кӗпере хальхинчен икӗ хут ытларах сарма палӑртаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл паянхи пек 17 метр сарлакӑш мар, 35 метр таран пулӗ. Ҫакӑ машинӑсене харӑсах ултӑ йӗрпе ҫӳреме май парӗ. Ҫуран ҫӳрекенсен те саркаланса утма май килӗ. Вӗсене утмалли ҫул хальхи пек 1,5 метр кӑна пулмӗ, 2,2 метрпа танлашӗ.

Кӗпере епле тӑвасси пирки татса паман-мӗн-ха. Пӗр варианчӗпе тусан кӗпер ӗмӗрӗ 90 ҫула пырать иккен, тепӗр варианчӗпе хӑпартни 60 ҫула ҫитет. Анчах тӗп уйрӑмлӑхӗ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. 9 теҫетке ҫула пыракан кӗпере тума 2,1 миллиард тенкӗ тухса кайӗ, иккӗмӗш йышши валли — 1,1 миллиард. Кӗпере юсаса ҫӗнетессин татӑклӑ проектне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хатӗрлесе пӗтермелле.

 

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар мэринче хула пурнӑҫӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсене татса панӑ. Ытларах ӗнтӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле шкул ҫурт-йӗрне йӗркене кӗртесси, юсав ӗҫӗсем ҫинчен сӑмах пынӑ.

Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫалхи юсав ӗҫне яваплӑха туякансене шанса парсан лайӑх пулӗччӗ. Пӗлтерхи пек шар курасси те пулмӗ.

Хула алминистрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн калаҫӑвӗнче ҫуллахи кану кунӗсенче спортпа кӑсӑклаканакан ачасен йышӗ самай чакни ҫинчен те сӑмах хушрӗ. Ладыков шухӑшӗпе ачасене спортпа ытларах интереслентерес тесен — ҫав шутра вӗренӳ вӑхӑтӗнче кӑна та мар — ҫӗнӗ майсем шутласа кӑлармалла.

 

Ҫакӑн евӗр организаци туса хурасси пирки республика Правительствин черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. Ӑна «Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсассипе ӗҫлекен республикӑри фонд» ят пама палӑртнӑ. Вӑл коммерцилле мар организаци пулӗ. Республикӑн Ҫурт тӑвӑм министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, унӑн тивӗҫӗ — нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрлехи пурлӑха юсассипе ҫине тӑрасси.

Сӑмах май, Раҫҫейӗн Ҫурт-йӗр кодексӗнче хваттерӗн харпӑрлӑх хуҫисем тӗплӗ юсав валли пухакан укҫана харпӑрлӑхҫӑсен пӗрлехи счечӗ ҫине е регионсенче йӗркелекен ятарлӑ оператор (хайхи-майхи паҫӑр асӑннӑ фонд тенине пӗлтерет те ӗнтӗ ку) «кӗсйинче» пухса пыма юранине палӑртнӑ. Ҫурт-йӗре юсама хваттер харпӑрлӑхҫисен уйӑхсерен мӗн чухлӗшер тӳлессине республика шайӗнче ятарлӑ документ кӑларса йышӑнмалла.

 

Утӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗнче ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе (ҪЙХЮ, выр. ТСЖ) управляющи компанисен ертӳҫисемпе канашлу иртнӗ. Унта ҪЙКХ реформисене пулӑшакан фонд уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ курса юсама палӑртнӑ ҫурт хуҫисем пухӑннӑ. Пухӑва ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗслекен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пычӗ.

Пӗтӗмлетсе каласан калаҫу ӗҫлӗ иртрӗ — юсав ӗҫӗсем епле пыни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫуртсенчи ӗҫсене 30% та туманнине палӑртрӗҫ — «Сенкер», «Сатурн-Строй», «Полимермонтаж», «Калита», «Дайвер», «Гражданстрой» компанисен ӗҫне хӑвартлатмалли пирки каларӗҫ. Юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыракан ҫуртсем те пур — Р.Зорге ур, 11 ҫ; Эгер б., 8 тата 14 ҫурт; К.Маркс ур., 46 ҫ.; Ленин пр., 16А ҫ. Ку, паллах, лайӑх пулӑм.

Пӗтӗмӗшле хулара 65 нумай хваттерлӗ ҫурта тӗпрен юсамалла. Ӗҫсен калӑпӑшне паянхи куна вӑтамран 55% пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ.

 

Чӑнкасси ялӗ картта ҫинче
Чӑнкасси ялӗ картта ҫинче

Сӗнтӗрварри районӗнчи Чӑнкассинче уйӑх патнелле колонкӑсенче шыв ҫуккӑччӗ — труба шӑтнӑран ял халӑхӗн ҫӑлсемпе ҫеҫ усӑ курма май пурччӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вара, юсав материалӗсене туяннӑ хыҫҫӑн, тинех пӗрле пухӑнса шӑтӑк пӑрӑха юсама май пулчӗ. Ӗҫе Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ертсе пынипе туса пычӗҫ. Кунӗпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн шыв трубине юсарӗҫех.

Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ уйрӑмах Давыдов Сергее, Федоров Владимира, Антонов Николая, Якимов Виталие тата Судаков Ивана пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн — вӗсем тӑрӑшса ӗҫленине кура юсав хӑвӑрт вӗҫленчӗ, колонкӑсене шыв кайрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, [20]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ