Статистика
«Рейтинг» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫынсенчен самай пайӗ 500 пин тенкӗрен йӳнӗрех машинӑна та туянаймасть. Кредита шансан та кашни пиллӗкмӗш ҫемье кӑна апла урапаллӑ пулайрать. 1,2 миллион тенкӗ таран тӑракан урапана пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансен 6,6 проценчӗ илме тупра ҫитереет. Машинӑсен хакӗ те хальхи вӑхӑтра йӳнӗ мар. Вӑтамран илсен, хак 1,5 миллион тенкӗрен иртет. 5 миллион тенкӗрен хаклӑ машинӑна пирӗн ҫӗршыврисен 0,9 проценчӗ туянайрать. Укҫа-тенкӗллӗ, хаклӑ урапа илейрекенсем Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнаҫҫӗ. Унта ҫур миллион тенкӗрен йӳнӗреххисене халӑхӑн ҫурри ытла кредитпа туянайрать, 1,2 миллион тенкӗллисене — 33,5 проценчӗ, чи хаклисене — 6,8 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре кӑҫалхи шыва кӗмелли сезона пӗтемлетнӗ. Шел те, кӑтартусем савӑнтармаҫҫӗ. Кӑҫал республикӑра шыв хӗрринче пулнӑ инкексен, шывра путнисен хисепӗ ӳснӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шыва кӗнӗ чухне шар курнӑ. Ҫитменнине, чӑмпӑлтатма юраман вырӑнта. Кӑҫал шывра пӗчӗк ачасем те путса вилнӗ. Паллах, ку ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула сиксе тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри чылай районта шыва кӗме юрӑхлӑ вырӑн сахал. Танлаштармашкӑн: кӑҫал шыв хӗрринче 48 инкек пулнӑ, пӗлтӗр — 30. Шывра 48 ҫын путса вилнӗ, 2015 ҫулта — 30. Кӑҫал шывра 7 ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пӗлтӗр вара — 6-шӗн. Кӑҫал 18 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Ӗнер Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех республикӑра пухӑнса кайнӑ ӗҫ укҫин парӑмне епле татмаллине те сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ку темӑпа самай цифра илсе панӑ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри 7 организаци 39,1 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ. Ҫакна пула 2027 ҫын шалу вӑхӑтра илеймесӗр аптӑраҫҫӗ. Парӑмлӑ организацисен шутӗнче министр Шупашкарти 1-мӗш типографие, «Промтрактор Вакуна», Ҫӗнӗ Шупашкарти «Экотехсервис» управляющи компание, Сӗнтӗрвӑрринчи «Городока», Вӑрмарти автотранспорт предприятине, Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерне» асӑнса хӑварнӑ. Уйрӑмах пысӑк парӑма чӑх-чӗп хапрӑкӗпе «Промтрактор Вакун» пухнӑ. Уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Пӑрачкав район пульницинче ӗҫ укҫипе парӑм пулнӑ, халӗ ӑна татнӑ. Парӑмлисемпе Чӑваш Енӗн Ӗҫ инспекцийӗ тата прокуратура та ҫине тӑрса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре пурӑнакансенчен кашни пиллӗкмӗш ҫыннӑн урапа пур. Раҫҫейри регионсемпе танлаштарсан, ку кӑтартупа пирӗн тӑрӑх 75-мӗш вырӑн йышӑнать. "АВТОСТАТ" аналитика агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 1000 ҫын пуҫне 212 урапа лекет. Ҫӗршывра 1000 ҫын пуҫне вӑтамран 285 машина лекет. Урапа питӗ туянма юратакан (тата майӗ пур темелле-ши) регионсен шутне Камчатка тата Тинӗсҫум крайӗсем кӗреҫҫӗ. Камчатка тӑрӑхӗнче 1000 ҫын пуҫне 472 урапа тивет, Тинӗсҫум тӑрӑхӗнче — 437. Маларах эпӗ вӑл тӑрӑхсенче урапаллисем нумаййине пурнӑҫ шайӗпе танлаштарма сӑлтавлама пӑхрӑм та, экспертсем Японири урапасене Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен кӳрсе килнипе сӑлтавлаҫҫӗ иккен. Чукотка автономи округӗнче 1000 ҫын пуҫне 88 урапа ҫеҫ лекет.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енӗн статистика органӗ республикӑра пурӑнакансем килти хуҫалӑхра епле тӑкакланнине тишкернӗ. Хуларисене уйрӑм сӑнанӑ, ялтисене — уйрӑм. Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта, пӗлтӗрхи ака—ҫӗртме уйӑхӗсенчисемпе танлаштарсан, унтисем те, те кунтисем те тӑкаксене чакарнӑ. Ҫапах та хулара пурӑнакансем апат-ҫимӗҫ туянма укҫа ытларах уйӑрма тытӑнни сисӗнет. Ялтисем вара хырӑмшӑн сахалтарах тӑкакланӑ. Юлашкинчен асӑннисем, тен, сакай-нӳхрепри апат-ҫимӗҫ патне ытларах кӗрсе туха тытӑннӑ-тӑр. Тӗрлӗ пулӑшушӑн тӳлесси ялта кӑшт хӑпарнӑ, хулара вара чакнӑ. Тӗрлӗ пулӑшу валли янӑ тӑкаксене илсен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшушӑн тӑкакланасси 10,6 процент нумайланнӑ, ҫав шутра ҫутӑшӑн тӳлеме кӑна 57,3 процент нумайрах пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Пӗтӗм Раҫҫейри общество шухӑшне тӗпчекен центр черетлӗ ыйтӑм ирттернӗ. Хальхинче вӗсем ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсем шалуран «хура кун» валли укҫа уйӑрнипе уйӑрманнине тӗпченӗ. Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейре пурӑнакансен 1\3 пайӗ «хура кун» валли укҫа уйӑрса хумасть. Респондентсен 27 проценчӗ укҫа пухать: тен, ӗҫрен кӑларса ярӗҫ? Ҫавӑн чухлех процент укҫа уйӑрса хумасть, мӗншӗн тесен вӗсем пачах ӗҫлемеҫҫӗ. Ыйтӑма хутшӑннисен 11 проценчӗ хальлӗхе «хура кун» валли нухрат уйӑрмасть, анчах ҫитес вӑхӑтра вӗсем ҫакна тума пуҫласшӑн. Ҫӗршыври ҫынсен 50 проценчӗ ӗҫрен кӑларса ярсан теприне ҫӑмӑллӑнах тупассине пӗлтернӗ. Тепӗр пайӗ ӗҫ шырасси йывӑррине палӑртнӑ. Ыйтӑма утӑ уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче ҫӗршыври 130 ял-хулара ирттернӗ. Унта 1600 ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чылайӑшӗ хваттер е пӳлӗм тара тытса пурӑнать. Раҫҫейри тӗрлӗ регионта хваттер тара тытма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ? Танлаштарӑм хатӗрленӗ. Шупашкар списокра юлашки вырӑнтан пӗрне йышӑннӑ. Раҫҫейӗпе пӗтӗмӗшле илес-тӗк, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗпе танлаштарсан, Раҫҫейре пӳлӗм тара тытмашкӑн хаклӑрах. Мускавра тара тытнӑ пӳлӗмшӗн уйӑхне 15657 тенкӗ памалла. Унтан списокра Сургут вырнаҫнӑ. Унта ҫакӑншӑн 13242 тенкӗ тӑкакламалла. Мускав облаҫӗнче — 12216, Питӗрте 11406 тенкӗ тӳлемелле. Магнитогорскра пӳлӗмшӗн 3500 тенкӗ ҫеҫ тӳлемелле. Шупашкарта пӳлӗме вӑтамран 3677 тенкӗпе тара тытма май пур. Пензӑра — 3833, Омскра — 4200, Саранскра 4250 тенкӗ тӳлемелле. Палӑртмалла: Шупашкарта пӳлӗм тара тытмашкӑн 10 процент йӳнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Республикӑри загссем Чӑваш Енри ҫемьесем мӗн сӑлтавпа уйрӑлнине палӑртнӑ. Ӗмӗр пӗрле, алла-аллӑн тытӑнса, пурнӑҫри инкек-синкеке сирсе, савӑнӑҫа пӗрле пайласа мӗн ватӑлса виличчен пурӑнас тесе пӗрлешекен ҫемьесемех тепӗр чухне арканаҫҫӗ. Кашнин хӑйӗн сӑлтавӗ пулӗ те, анчах пӗрпеклӗхӗ те пур. Ҫакна республикӑри загссенче ӗҫлекенсем уйрӑлма тесе хӑйсем патне пыракан ҫемьесене анкета ыйтӑвӗсене хуравлаттарса ыйтса пӗлеҫҫӗ. Ҫемье арканнин тӗп сӑлтавӗ шутӗнче мӑшӑрсем пӗрне пӗри улталани, тепӗр майлӑ каласан, айккинелле чупни, 27,7 процентпа танлашать. Эрех ӗҫекен, наркотикпа айкашакан ҫынна та чӑтса пурӑнасшӑн мар. Уйрӑлнисен статистикинче сиенлӗ ҫак йӑла 19,5% йышӑнать. Укҫа ҫитсе пыманни те ҫемьене вӑрҫтарать те уйрӑласси патне ҫитерет (16,1%). Мӑшӑрсенчен пӗри республика тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнни те килтисене тепӗр чухне тарӑхтарттарать. Мӑшӑр пур ҫинче пӗччен пурӑниччен вӑл ан та пултӑр тесе ик еннелле тапса сикекенсем — 11,3%. Пӗрлехи ачасем ҫукки 8,5 процентне тивӗҫтермест. Харпӑр хӑйӗн пурӑнма кӗтес ҫукки те ыр япала мар: 7,6 проценчӗ ҫавӑншӑнах уйрӑлать. Ҫемьере пӗри теприне пусмӑрласа пурӑннипе ҫемьесен 7,1% арканать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Раҫҫейре кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне каллех хатӗрленӗ. Хальхинче www.mlg.ru порталра регион пуҫлӑхӗсем утӑ уйӑхӗнче мӗнле ӗҫленине хакланӑ. Мускав мэрӗ Сергей Собянин танлаштарӑмра яланхи пекех пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Ку йӗркерен вӑл темиҫе уйӑх каймасть ӗнтӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Мускав облаҫӗн кӗпрнаттӑрӗ Андрей Воробьев. Хальхинче вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ. Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хальхи танлаштарӑмра тӑватӑ йӗрке аялалла аннӑ. Михаил Васильевич 79-мӗш вырӑна ҫитнӗ. Юлашки йӗркесене Белгород облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Евгений Савченко, Ямал-Ненецк автономи округӗн ертӳҫи Игорь Кошин тата Мари Республикин пуҫлӑхӗ Леонид Маркелов йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре халӑхран пухакан сӗт хакӗ ӳснӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑра вӑтамран 1 литр сӗте 14,7 тенкӗпе туяннӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 16,7 процент ытларах. Ҫак уйӑхра Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче сӗт хакӗ 2 тенкӗ ӳснӗ. Вӑрнар тата Муркаш тӑрӑхӗсенче 1 литршӑн 1,5 тенкӗ ытларах тӳлеме тытӑннӑ. Элӗк, Хӗрлӗ чутай, Вӑрмар районӗсенче сӗт 1 тенкӗ ӳснӗ, Каҫал тӑрӑхӗнче вара — 0,8 тенкӗ. Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче сӗт хакӗ ҫур тенкӗ кӑна хӑпарнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари служби палӑртнӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ пахалӑхӗпе лайӑх пулнӑ ҫӗрте ӳснӗ. Сӗт юр-варне йышӑнакан предприятисенче 1 литр сӗте 18,83 тенкӗпе илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.11.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |