Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Лапсар—Йӑршу-2005" фотосесси. 3 пайӗ

  11.12.2005 21:46 | 7768 хут пӑхнӑ

Чӑваш ҫыравҫисем

  11.12.2005 20:47 | 7331 хут пӑхнӑ
Акӑ ӗнтӗ "Литературный мир Чувашии" кӗнекери А саспалли ҫине пуҫланакан ҫыравҫӑсене Википедине кертсе пӗтертӗм. Ку пурӗ 46 сӑвӑҫ, ҫыравҫӗ, прозаик, драматург, литература критикӗсем.
Б саспалли ҫине пурӗ 11 анчах... :)

Халӗ "Лапсар—Йӑршу—2005" фотосессиӗнчи сӑнӳкерчӗксен тепӗр ушкӑнне кӑларса хурас ӗҫе пикенес.
 

"Лапсар—Йӑршу-2005" фотосесси.

  28.11.2005 14:00 | 7749 хут пӑхнӑ

Литературный мир Чувашии

  23.11.2005 13:23 | 7411 хут пӑхнӑ
Халӗ ҫак кӗнекере Петӗр Хусанкай ҫинчен ҫырнине Википеди валли чӑвашла куҫаратӑп.
"Им издано более 50 книг, в том числе 15 на русском языке" - ҫырни килӗшмерӗ. Вырӑс чӗлхин калӑпӑшӗ темӗн чухлӗ пысӑкрах тесе каланиех вуланать. :(
Петӗр Ялкир кӗнекен авторӗ...
 

Википедири ӗҫсем ҫинчен

  11.11.2005 10:00 | 7598 хут пӑхнӑ
Ээх. Вырӑссем хыҫҫан хӑваласа ҫитеймӗн пуль. Вырӑссем кашни 10 ҫӗнӗ статья ҫырни валли это 1 статья ҫырасшӑнччӗ. Анчах та халӗ вырӑс википедиӗ 100 статьяран ытларах нумайланать. :( Уявсем хушшинче ҫырман чухне ку графикран юлса пынине эпӗ 3 кун ӗнтӗ хӑвалатӑп — хӑваласа ҫитейместӗп. Ҫаплипех 20 статья патнелле ҫырмалли юлать :(
 

Шыв тасалӑхӗ

  24.10.2005 21:47 | 8011 хут пӑхнӑ
Ак халӗ Чулхулара пурӑнса кранран юхакан шыва ӗҫме те хӑрамалла пулса тӑчӗ. Вӗретсе ӗҫмелле.
Астӑватӑп, пӗчӗк чух, эпир ҫырмасем тӑрӑх чупа-чупа шыв таса марлӑххи ҫине пӑхса та тӑман. Тӑрӑ пулсан ӗҫнӗ. Тӑрӑ мар пулсан шыв юххинчен ҫӳлӗрех такан шыва пӑтратнӑ тесе шутланнӑ. Кӑштах кӗтсен шыв тӑрӑлатчӗ те ӑна ӗҫме пулатчӗ. Хайхи Попойра килнӗ чухне те тӑрӑ шыв юхнине курсан чӑтаймарӑм — ӗҫсе тӑрантӑм. Ачалӑх ун чухне еса килчӗ...
 
Страницӑсем: 1, ... 42, 43, 44, 45, 46, [47]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрнен пӗрремӗш ҫурринче лайӑх шухӑшсем кӑна пулччӑр, ку сире усса кайӗ. Мӑнкӑмӑллӑх тата кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пирки манӑр — вӗсем ним лайӑххине те илсе килмӗҫ. Йӑнӑшсене йышӑнма пӗлӗр, урӑх ҫын ҫине ан йӑвантарӑр. Тен, лайах хыпар илтетӗр, ку харпӑр пурнӑҫа ырӑ улшӑнусем илсе килӗҫ. Шанчӑка ан вӗҫертӗр — ӑнӑҫу сирӗн алӑра.

Нарӑс, 21

1919
107
Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи ҫуралнӑ.
1961
65
Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
35
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
2006
20
Геннадий Айхи, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...