Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Ҫухалман ҫамрӑклӑх

Виталий Станьял18.10.2022 17:541959 хут пӑхнӑ

Пӗрле ӳснӗ хамӑр ял ачипе Тимӗрҫӗ Кермӑнӗпе Чӑваш пединститутӗнче пӗр ушкӑнра вӗренетчӗ вӑл, вырӑс ачи Юрий Леванов. Вӗсем — физикӑпа математика факультетӗнче, эпир — историпе филологире. Пӗр ҫуртрах, пӗр залсенчех, пӗр алӑксенченех иртсе ҫӳреттӗмӗр. Алла-алӑн ҫунатлантӑмӑр. Пӗрремӗш курс хыҫҫӑн, 1958 ҫулта, Казахстанри ҫӗнӗ ҫерем тыррине пухма пӗрле кайса килтӗмӗр, ҫавӑ пирӗн асра ӗмӗр тӑршшӗпех ыррӑн упранса тӑчӗ. Инҫесаспа шӑнкӑравламассерен Юрий Петрович яш вӑхӑта аса илетчӗ. Ҫухалманччӗ янкӑр ҫамрӑклӑх, пирӗнпехчӗ вӑл!

Унтанпа нумай пӗлӗт шуса иртрӗ, пайтах шыв ҫаврӑнса юхрӗ. Ӗмӗрсене вӗрентӳ ӗҫӗнче ирттертӗмӗр. Вӑл Шупашкарти коопераци институчӗн проректорӗнче вӑрах тӑрӑшрӗ, Герман Анатольевич Зверев хӑй вӗреннӗ институтрах кафедра пуҫлӑхӗнче ӗҫлерӗ. Иккӗшӗ те кӗнекесем ҫырчӗҫ.

Канма тухсан Юрий Петрович сӑвӑсем хайларӗ, тӑван Раҫҫей тавралӑхӗ тӑрӑх тепре курса ҫаврӑнчӗ. Ача чухне ӑна ашшӗ — совет ҫарӗн офицерӗ — хӑйпе нумай-нумай ҫӗрте амӑшӗсӗрех ҫитӗнтернӗ. Ашӗнни пек салтак ҫирӗплӗхӗ пурччӗ унӑн. Ҫавӑн чухне Юра вырӑс паттӑрне Александр Невские ӑша хывса хӑварнӑ. Ун ҫинчен кӗнеке кӑларчӗ. Чунтан юрататчӗ Тӑван Ҫӗршыва. Пурнӑҫа хытӑ хаклатчӗ вӑл.

Кӑҫал Кермӑн тусӑм кайрӗ. Юпан 18-мӗшӗнче Ю.П.Леванов (1940-2022) тантӑш куҫӗсене хупрӗ. Пӗр ҫутӑ шанчӑк сӳнмест — пирӗн вутлӑ ҫамрӑклӑх яш-кӗрӗмре упранӗ.

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Юрий Левановӑн кӗнеки.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Евразиец // 1855.68.3619
2022.10.20 17:24
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: нарушение правил написания комментариев (пункт 1.11)
Agabazar // 2663.40.7409
2022.10.20 18:10
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Ҫынӑм // 2863.86.2614
2022.10.20 18:25
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: -
Тутук // 3787.77.4408
2022.10.20 20:27
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Agabazar // 2402.04.3937
2022.10.21 17:05
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Евразиец // 1855.68.3619
2022.10.22 15:51
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Agabazar // 2503.82.5634
2022.10.22 17:39
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Ҫынӑм // 1669.56.4843
2022.10.23 20:04
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: -
Agabazar // 2503.82.5634
2022.10.24 18:45
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Евразиец // 1855.68.3619
2022.10.24 21:12
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт)

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем