Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Лоша

Аçтахар Плотников20.02.2009 13:354234 хут пӑхнӑ
«Лошадь» сӑмаха вырӑссем тӗрӗксенчен илнине пӗлетӗп-ха. Ак халӗ ман пата хыпар ҫитрӗ — «Яндекс. Словари» проектра ҫӗнӗ сӑмахсар хушӑннӑ тет — «Школьный этимологический словарь русского языка». Ку словарь еплерех-ши тесе тӗрӗслес терӗм, «Лошадь» сӑмах шыраса пӑхрӑм.
ЛОШАДЬ. Искон. Суф. производное от лоша, в некоторых слав. яз. еще известного. Др.-рус. лоша < тюрк. алаша "лошадь, мерин".

Тем тесен те пирӗнтен, чӑвашсенчен (малтан пӑлхар ятлӑскерсенчен), йышӑннӑ ку сӑмаха! Авалхи вырӑс сӑмахӗ «а»-па пуҫланмасть. Пӗри унта «Лошадь» ← «лаша-ут» мӑшӑр сӑмахран пулнӑ тесе ҫырнӑччӗ-ха, эп вара ку шухӑш тӗрӗс мар тесе шутлатӑп. «Лаша»-ран пулнӑ, тата «лаша-ут» тесе чӑвашла каламаҫҫӗ...
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем