Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Восход

Восход — Чӑваш Республикин Улатӑр районӗнчи посёлок. Вӑл Восход ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Географи

Посёлок Чӑваш Республикин кӑнтӑр енче, Мокрый (Сӑр юппи) юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 203 километр. Район центрне, Улатӑр хулине ҫитме — 6 километр. Чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗ Улатӑр хулинче, посёлокран 6 километрта вырнаҫнӑ.

Истори

Посёлока 1932 ҫулта никӗсленӗ. Унӑн пуҫламӑшӗ табак ӳстерекен «Стемасский» махорсовхоз йӗркеленипе ҫыхӑннӑ. Малтан пурӑнмалли вырӑн Махорсовхоз посёлокӗ ятлӑ пулнӑ. Хальхи ята — Восход — посёлока 1965 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче панӑ. Никӗсленӗ вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех посёлок Улатӑр районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

Посёлокри халӑх йышӗ улшӑнса пыни:

  • 1932 ҫул — 282 ҫын.
  • 1965 ҫул — 171 кил, 588 ҫын.
  • 1979 ҫул — 416 арҫын, 517 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 322 кил, 829 ҫын (403 арҫын, 426 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 295 уйрӑм хуҫалӑх, 737 ҫын (357 арҫын, 380 хӗрарӑм).

Посёлокра ытларах вырӑссем пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Посёлокра ФГОУ СПО «Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗн» пайӗ ӗҫлет. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, ача пахчи, фельдшерпа акушер пункчӗ, клуб, вулавӑш, спортӑн икӗ площадки, ҫыхӑну уйрӑмӗ тата тӑватӑ лавкка пур. 1994 ҫултанпа посёлокра Иверски Турӑ Амӑшӗн храмӗ ӗҫлет.

Экономика

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, посёлок территорийӗнчи тӗп предприяти «Митра» ТМЯП шутланать. Ялӑн экономики ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илессипе тата ӑна тирпейлессипе ҫыхӑннӑ.


 
Категорисем: Восход
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-12 22:13:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем