И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ (вырӑсла Чувашский государственный университет имени И. Н. Ульянова) — Шупашкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, Чӑваш Республикин чи пысӑк ӑслӑлӑх, вӗренӳ тата культура центрӗ. Ӑна 1967 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Университет И. Н. Ульянов ятне тивӗҫнӗ.
Университета 1967 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче СССР Министрсен Канашӗн йышӑнӑвӗпе йӗркеленӗ. Ӑна Мускаври энергетика институчӗн Атӑлҫи филиалӗ тата И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн истори-филологи факультечӗ никӗсӗ ҫинче туса хунӑ. Пӗрремӗш ҫулта аслӑ шкулта ҫичӗ факультет пулнӑ: истори-филологи, медицина, пӗтӗмӗшле техника, хими, экономика, электротехника, промышленноҫа электрификацилес тата строительство факультечӗсем. Пӗрремӗш ректора техника ӑслӑлӑхӗсен докторне, профессора Семён Фёдорович Сайкина лартнӑ. Ӑслӑлӑх ӗҫӗпе проректор С. А. Абруков профессор пулнӑ, вӗренӳ ӗҫӗпе проректорта А. К. Аракелян ӗҫленӗ. 1967 ҫулта 5,1 пин студент вӗреннӗ.
Халӗ вӗренӳ ӗҫне 15 факультетра тата Аслӑ инженери шкулӗнче йӗркелесе пыраҫҫӗ, 82 кафедра ӗҫлет. Университетра бакалавриатӑн 114 программипе, магистратурӑн 56 программипе, специалитетӑн 23 программипе, аспирантурӑра ӑслӑлӑх тата педагогика кадрӗсене хатӗрлемелли 56 программӑпа, ординатурӑн 23 программипе тата вӑтам професси пӗлӗвӗн 7 программипе вӗрентеҫҫӗ. Вузра Раҫҫей Федерацийӗн 69 субъектӗнчен тата тӗнчери 55 ҫӗршывран 20 пин ытла ҫын вӗренет, вӗсен шутӗнче ют ҫӗршывсен 2600 ытла гражданинӗ пур. Университетӑн Улатӑр хулинче филиалӗ ӗҫлет.
Университет йышӗнче Ӑслӑлӑх библиотеки, Хушма пӗлӳ центрӗ, Дистанци вӗренӗвӗн технологийӗсен центрӗ, Аккредитаци тата симуляци вӗренӗвӗн центрӗ, Професси ориентацийӗн центрӗ, Пултаруллӑ ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центр, Вӗренӳпе спорт комплексӗ, «Университетский» ишмелли бассейн, виҫӗ спорт зал, студентсен общежитийӗсем, Культура керменӗ, «Университетский» спортпа сывлӑх лагерӗ ӗҫлеҫҫӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 