Пугач Денис Николаевич (сцена ҫинчи ячӗ — Денис Пугач) — Раҫҫейри чӑваш эстрада юрӑҫи.
1991 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Беларуҫ Республикин тӗп хулинче Минскра ҫуралнӑ. 1993 ҫулта (икӗ ҫулта чухне) Чӑваш Республикинчи Канаш районне кӗрекен Малтикасси ялне куҫса килнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫамрӑклах ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ, Дениса кукамӑшӗ ҫитӗнтернӗ.
Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула, Н. В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжа (2011) вӗренсе пӗтернӗ.
2011 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫне йӗркелесе пырать.
Пӗрремӗш концертне 2013 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Алина Фёдоровӑпа пӗрле ирттернӗ.
Юррисем: «Телейӗм», «Эс манран тараймӑн», «Эс нумай, нумай», «Ан ман эс мана», «Пурнӑҫ ани», «Юлашки хут» тата ыттисем.
Ытларах Алина Фёдоровӑпа дуэтпа юрлать: «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет», «Санран хакли ҫук», «Уйӑх», «Юратать — юратмасть», «Сан валли», «Тепӗр хут юрату ҫинчен», «Юратнӑ Шупашкар», «Ай-яй-яй», «Юрату турри» тата ыттисем. Ҫавӑн пекех Алексей Московский, Любовь Афанасьева, Катя Петрова, Андрей Кузнецов юрӑҫсемпе дуэтпа юрлать.
Юррисен авторӗ — Алина Фёдорова.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 