Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сорокин Сергей Семёнович (инженер)

Сорокин Сергей Семёнович — инженер, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Вӑл Чӑваш Республикинче вӗрентӳ робототехникине никӗслекенӗ шутланать.

Пурнӑҫӗ

Сергей Сорокин 1966 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ. 1986–1988 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1990 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне «Автоматика тата телемеханика» специальноҫпе вӗренсе пӗтернӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑтран пуҫласа вӑл конструкцилессипе тата робототехникӑпа кӑсӑкланма пуҫланӑ. 2020 ҫулта «Педагогика ӑслӑлӑхӗсем» енӗпе аспирантурӑра вӗренсе пӗтернӗ, ӑна «Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ» ӑсчах степенне панӑ.

Ҫартан таврӑнсан, 1990–1992 ҫулсенче Шупашкарти машина тӑвакан савутра тӗп технолог уйрӑмӗнче инженер-технологра ӗҫленӗ.
1992–1994 ҫулсенче «Альпарт» АО-ра инженер-программистра, 1994–1996 ҫулсенче «Альтер-Импэкс» тулаш суту-илӳ фирминче инженер-программистра вӑй хунӑ.
1997–1998 ҫулсенче «Вӗренӳпе ӗҫ центрӗ» ХАО директорӗн ҫумӗ пулнӑ.
1998–2000 ҫулсенче — «Пӗтӗм Раҫҫейри сусӑрсен обществин» Чӑваш республикинчи организацийӗнче маркетинг енӗпе директор. Ҫав вӑхӑтрах, 1999–2002 ҫулсенче, «Кип-Контур» ХАО тӗп директорӗнче тӑрӑшнӑ.
2001–2011 ҫулсенче «Автоматика Сервис» НПП ТМЯП директорӗ шутланнӑ.

Вӗренӳ сферине Сергей Семёнович 2001 ҫулта килнӗ. Хӑйӗн педагогика ӗҫне вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне штат тулашӗнчи преподаватель пулса пуҫланӑ. 2011–2012 ҫулсенче ЧПУ-ри хушма пӗлӳ паракан центр ертӳҫин ҫумӗнче, 2012–2017 ҫулсенче компьютер технологийӗсен кафедрин аслӑ преподавателӗнче, 2017–2018 ҫулсенче машина тӑвассин технологийӗн кафедрин аслӑ преподавателӗнче ӗҫленӗ.

2013 ҫулта Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн министерстви уйӑрнӑ субсиди укҫипе «Робототехника кружокӗ» уҫнӑ, унта 50 ача пӗлӳ илнӗ. 2018 ҫултанпа вӑл хушма пӗлӳ паракан «Компьютер графикин академийӗ» патшалӑхӑн мар уйрӑм вӗренӳ учрежденийӗн директорӗ тата йӗркелевҫи шутланать. Хальхи вӑхӑтра ку Академире 1000 ытла ача робототехникӑпа, программӑлассипе тата 3D-модель тӑвассипе ӑс пухать. Унӑн ертӳлӗхӗпе ЧПУ базинче Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн центрӗ (ЦМИТ) ӗҫлет. Ҫавӑн пекех вӑл Шупашкар хулинче ӗҫлекен Яндекс Лицей вӗренӳ проекчӗн координаторӗ шутланать.

2017 ҫулта Сергей Семёнович ӑслӑлӑхпа техника пултарулӑхне аталантаракан «Кулибин.Клуб» общество фондне никӗсленӗ. Ҫак фонд пулӑшнипе Шупашкарта ачасен ӑслӑлӑхпа техника пултарулӑхӗн «Kulibin.club» клубӗ ӗҫлет, унта 4 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи 1000 ытла ача ҫӳрет.
2020 ҫултанпа Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн членӗ. Вӑл ачасен робототехники енӗпе республика шайӗнчи тата регионсем хушшинчи ӑмӑртӑва, ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри «РОБОФЕСТ» робототехника фестивалӗн регионти тапхӑрне йӗркелесе ирттерет.

Ҫемйи

Амӑшӗ — Сорокина Нина Максимовна, мӑшӑрӗ — Сорокина Ольга Геннадьевна.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ (2021).
  • Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин Хисеп хучӗ.
  • Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министерствин Хисеп хучӗ.
  • Чӑваш Республикин Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗ.
  • «Общественное признание – 2018» преми лауреачӗ («Будущее делаем сегодня» номинацире «Ачасен инженер-техника пултарулӑхне аталантарасси» проектшӑн).
  • Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн, Чӑваш Республикин тата Тутарстан Республикин тӗрлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен тата организацисен тав ҫырӑвӗсем.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-12 22:49:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 24 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем