Ҫичӗ Канар утравӗнчен чи пӗчӗкки, Эль Йерро, ҫӗртме уйӑхӗнчен пӗтӗмпех ҫилпе тата шывпа электроэнерги кӑларасси ҫине куҫать. Тӗнчери ытти утрав та кун пек меслетпе анлӑ усӑ курать пулин те сӑнавҫӑсен шучӗпе Эль Йерро ҫапла майпа «энергетика автономиллӗ» пулса тӑнӑ пӗртен пӗр утрав шутланать. Кун пек калама сӑлтавӗ те пур-мӗн. Асӑннӑ утрав ҫинче электроэнерги кӑларассине специалистсем наци сечӗсемпе ҫыхӑнтармасӑр тума пултарнӑ тесе хакланӑ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн специалисчӗ Ален Гиода.
Ҫил паркне кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеттерсе ямалла. Малтанхи кунсенчех вӑл халӑхӑн ҫуррине ҫутӑпа тивӗҫтерме май парӗ, каярах, тепӗр темиҫе уйӑхран, вӑл мӗнпур ҫын валли ҫитмелле.
Ҫил электростанцине хута яма 80 миллион еврӑна кайса ларнӑ. Акцин тӗп пайӗ—– патшалӑхра-мӗн, 30 проценчӗ Испанири Endesa энергетика компанийнче, юлнӑ 10 проценчӗпе вырӑнти технологи институчӗ хуҫаланать.
Эль Йерро утравӗнче 2020 ҫул тӗлне унти мӗнпур 6 пин автомобиле электродвигатель вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ.

Адольфо Суарес Испанишӗн пӗрремӗш демократ премьер-министр шутланать. Вӑл франкист диктатуринчен ҫӗршыва демократилле управлени ҫине куҫарнӑ. Реформӑра Испанин хальхи патши Хуан Карлос та хӑйӗн тӳпине самай хывнӑ. Ҫавах та историксем, сӑмахран, Хавьер Тусель Суарес тӳпине пысӑка хурса палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине, шӑпах Суарес нумай партиллӗ тытӑма йӗркеленӗ, Испанин коммунистсен партине легализациленӗ, ҫӗршывӑн Конституцине йышӑннӑ.
1981 ҫулта Суарес отставкӑна кайнӑ хыҫҫӑн ҫар ҫыннисем ҫӗршывра пӑлхав пуҫланӑ-ха. Гражданла гвардеецсем парламента кӗске вӑхӑтлӑха тытса та илнӗ. Пӑлхавҫӑсен аллине лекнӗ Суареса урайне выртма хушсан та вӑл хушнине итлемен иккен.
Премьер-министр пулнӑскер юлашки вӑхӑтра Альцгеймер чирӗпе асапланнӑ. Тунтикун ӑна Мадридри пульницӑна респиратор инфекцийӗпе хунӑ. Ӗнер, ав — ҫакӑн пек хыпар. Суарес 81 ҫулта пулнӑ.

Ыран Шупашкара Хосе Асебильо испани архитекторӗ килмелле. Республикӑн тӗп хулинче вӑл пӗрремӗш хут мар. Хальхинче вӑл Шупашкарӑн тӗп пайӗ тата ун ҫывӑхӗнчи территори епле пулсан аванраххине калӗ, сӗнӳсем парӗ.
Официаллӑ мар лару-тӑрура халӑхпа сӳтсе явассине ыран Карл Маркс урамӗнчи 52-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра, 222-мӗш пӳлӗмре 16 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен сӳтсе явма палӑртнӑ. Тӗлпулӑва журналистсене, блоггерсене, хула аталанӑвӗпе кӑскӑланакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ.
Хосе Асебильо пирки каласан, хула тӑвас ӗҫре вӑл тӗнчери пысӑк специалистсенчен пӗри. Асебильо, сӑмахран, Швейцаринчи Архитектура тытӑмӗсен офисӗн студийӗн тӗп архитекторӗ, Барселонӑри хула аталанӑвӗн агентствин тӗп директорӗ, Британи архитекторӗсен королевски институчӗн хисеплӗ членӗ, Гарвардри дизайн курсӗн профессорӗ, Швейцаринчи Луганӑри архитектура факультечӗн профессорӗ, Лондон мэрӗн канашҫи, тӗрлӗ преми лауреачӗ. Хосе Асебильо Барселонӑна 1992-мӗш ҫулхи Олимп вӑййи валли хатӗрленӗ. Вӑл Европӑри тата Раҫҫейри чылай хула аталанӑвӗ пирки сӗнӳсем панӑ.
