Етӗрне районӗнчи тӳре-шара ачасен канӑвне вырӑнсенче, тӗрӗсрех, шкул ҫумӗнчи лагерьсенче, епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ.
Хайхисем тем те пӗр пӑхнӑ: епле апатлантарнине хакланинчен тытӑнса пушӑ вӑхӑта ачасем епле ирттерни таранах. Тӗрӗслевҫӗсем 18 шкула ҫитсе ҫаврӑннӑ. Лагерьсенче кашнинчех кунне икӗ хутчен вӗри апатпа сӑйлаҫҫӗ иккен. Унӑн хакӗ 69 тенке кайса ларать. Санитарипе эпидемиологи правилисене пӑхӑнни пирки каласан, йӗркене, пӗтӗмӗшле илсен, тытса пыраҫҫӗ иккен.
Лагерьсенче профиль программӑсене те пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ-мӗн. Уйрӑмах лайӑх енпе Етӗрне хулинчи 3-мӗш, Кӑкшӑмри, Юванри, Мӑн Явӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсене* Етӗрнери 1-мӗш гимназие палӑртнӑ. Унта ачасен канӑвне, сиплевне тата ӗҫлевне аван йӗркеленӗ иккен.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, шкул ҫумӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсем ӗҫе аванрах, апатлантарассин пахалӑхне лайӑхрах йӗркеленине палӑртнӑ.
Сӑнсем (17)
Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшри ял вулавӑшӗнче Герасим Харлампьев-Пилеш ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ятарлӑ вулав каҫӗ иртнӗ.
Э. Петрова вулавӑшҫӑ вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ятарласа «Ӳнерҫӗ те, ҫыравҫӑ та» ятпа литература куравӗ йӗркелерӗ. Пухӑннӑ ачасене вӑл ҫыравҫӑн кашни ҫынна, кашни ачан кӑмӑлне каякан хайлавӗсем пирки каласа пачӗ. Ачасем те хӑйсене маттур кӑтартрӗҫ: кӑмӑла каякан хайлавсене аса илчӗҫ, куравра вырнаҫтарнӑ кӗнекесен содержанине каласа кӑтартрӗҫ. Вӗсене ытларах Герасим Дмитриевичӑн «Илемлӗ ир» хайлавӗ килӗшни палӑрчӗ, ун тӑрӑх ятарлӑ викторина та ирттерчӗҫ. Чи маттурри Максим Шариков пулчӗ.
Герасим Харлампьев 1913 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче халӗ Элӗк районне кӗрекен Мӑн Тукташра ҫуралнӑ. Пирӗнрен вӑл 1994 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, Хутарти шкулта пӗлӳ пухнӑ, Нурӑсри профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумӗнче ӑс пухнӑ.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче вырнаҫнӑ Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш халӑх ҫыравҫи А.В. Емельянов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ «А.В. Емельяновӑн пултарулӑх еткерӗ» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ.
Мероприятине чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Культурологи кафедрин профессорӗ Г.И. Федоров «А. Емельянов хайлавӗсен илемлӗ тӗнчи», чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ, В.Г. Родионов профессор «А. Емельяновӑн чӑваш литаратура аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшӗ», чӑваш тата танлаштарулӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин докторанчӗ И.В. Софронова «А. Емельянов — сӑвӑҫ», чӑваш тата танлаштарулӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ И.Ю. Кириллова «Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн кун-ҫулӗпе пуласлӑхӗ» докладсемпе тухса калаҫрӗҫ.
Конференцине шкул ачисем те хатӗрленнӗ.
