Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Чӑваш Енре Ҫамрӑксен ҫуртне уҫасси пирки калаҫнӑ. Вӑл Шупашкарта пулмалла.
«Ҫамрӑксен ҫурчӗ», «Ҫамрӑсен аталанӑвӗн центрӗ»… Хальлӗхе вӑл мӗн ятлӑ пулассине палӑртман. Хӑш вӑхӑт валли хута ярасси пирки те тӗплӗн каламан.
Олег Николаев ку ыйтупа ЧР Вӗрентӳ министерствине тата Шупашкар хула администрацине ӗҫлеме хушнӑ.
Шупашкарта онкологи диспансерӗн тепӗр корпусӗ пулӗ. Тӗп зданипе ӑна ятарлӑ каҫӑ ҫыхӑнтарӗ. Эппин, вӑл хальхи диспансер ҫывӑхӗнче пулӗ.
Кун пирки паян ЧР Элтеперӗ Паташлӑх Канашне янӑ Ҫырура каланӑ. Олег Николаев Республикӑри клиника пульницин инфекци корпусӗ пирки те аса илнӗ. Вӑл Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пулӗ.
Палӑртмалла: онкодиспансерӑн халӗ поликлиника пур ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех хирурги, икӗ радиологи, диагностика корпусӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Хирурги корпусне 2016 ҫулхи кӗркунне хута янӑ.
Пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑксем ҫулсерен ЧР Элетеперӗн стипендине тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна 1 пин ҫамрӑк илсе тӑрать.
Халӗ унӑн виҫи 1830 тенкӗпе танлашать. Стипенди виҫи 13 ҫул ӳсмен. Ӑна 2009 ҫултанпа индексацилемен. Паян ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ӑна 670 тенкӗ таран ӳстересси пирки каланӑ. Ҫапла ҫитес ҫул стипенди 2500 тенкӗпе танлашӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр ку стипедие 35 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем илме пултарасси пирки йышӑннӑ. Унччен ку ӳсӗм 30 ҫулпа танлашнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал та ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра Ҫырӑва хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавна май ҫынсенчен те сӗнӳсем йышӑнаҫҫӗ. ЖКХ ыйтӑвӗсем, пӗчӗк шалу, сывлӑх сыхлавӗ... Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ыйтусем тӗпре пулӗҫ. Чӑваш Енри регион управленийӗн центрӗ халӑх тетелӗсенче ыйтӑм ирттернӗ. Унта хутшӑннисен 66 проценчӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Элтеперӗн Ҫырура пӗчӗк ӗҫ укҫин ыйтӑвне хускатмаллах. Респондентсен 44 проценчӗ ЖКХ тытӑмӗнчи хаксем пирки ыйту ҫӗклеттересшӗн. Ыйтӑм ирттернӗ чухне Ҫыру валли 730 сӗнӳ те килнӗ.
Ҫӗнӗ Республика пульницинче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тума палӑртнӑ. Унӑн строительстви валли ҫитес ҫулти бюджетран укҫа уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ пульницӑра 1400 койка пулмалла. Хальлӗхе проектированин техника заданине РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетмен-ха.
Аса илтерер: малтанах пульницӑна «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта, унтан «Садовый» микрорайонта тума палӑртнӑ. Кайран Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнчи вӑрман вырӑнне тӑвасшӑн пулнӑ. Халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пульница «Солнечный» микрорайонта вырнаҫӗ.
Чӑваш Енре QR-кодсене пула референдум ирттересшӗн. Пуҫаруллӑ ушкӑн республикӑри Тӗп суйлав комиссине ҫыру янӑ.
Референдумра халӑха QR-код кирлипе кирлӗ марри ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн. Референдум иртӗ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ку ҫырӑва 15 кун хушшинче пӑхса тухӗҫ. Комисси ирӗк парсан ыйтӑва ЧР Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче чылай учреждение QR-кодпа кӗртме тытӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Дельман хӑй ертсе пыракан «Чебоксарский промстройпроект» проект институчӗн ӗҫченӗсене шалу вӑхӑтра тӳлеменнине, парӑм виҫи 1 миллион тенке яхӑн пухӑнса кайнине тупса палӑртнӑ.
Организацире тӗрӗслеве прокуратура пӗтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче ирттернӗ. Ҫавӑн чухне институтра ака-ҫу уйӑхӗсемшӗн шалу парӑмӗ пуррине асӑрханӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн административлӑ ӗҫ пуҫарса организацие тата ертӳҫӗне явап тыттарнӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче прокуратурӑна шалу пирки ушкӑнпа евитленӗ. Айӑплисене каллех явап тыттарнӑ. Ака уйӑхӗнче надзор органне ҫӑхав тата ҫитнӗ.
Хальхи вӑхӑта илсен, ҫурла уйӑхӗнчен авӑн уйӑхӗччен институтри 23 ӗҫчен умӗнче парӑм виҫи 1 миллиона яхӑн тенкӗ парӑм пухӑнса кайнӑ. Прокуратура хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн парӑма тӳлесе татнӑ. палӑртнӑ тӑрӑх
Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ҫавна май Олег Алексеевич ун валли сӗнӳсем пухма тытӑннӑ.
Ҫырӑва вӑл кӑрлач вӗҫӗнче е нарӑс пуҫламӑшӗнче вулӗ. Унччен ҫынсем Патшалӑх Канашне ямалли Ҫыру валли сӗнӳсем пама пултараҫҫӗ. Вӗсене poslanie@cap.ru электронлӑ почтӑна «Ҫыру валли – 2022» тесе палӑртса ямалла.
Аса илтерер: Олег Николаев пӗрремӗш Ҫырӑвне пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче вуланӑ.
Виҫӗмкун Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ созыври депутачӗсем иккӗмӗш сессие пуҫтарӑннӑ. Ӑна ҫак йӗркесен авторӗ итлемен-ха, анчах Андрей Иванов журналист пӗлтерни тӑрӑх хакласан, сесси лӑпкӑ иртнӗ, ҫапах та кулӑшларах самантсем тупӑннӑ.
Игорь Моляков депутат, сӑмахран, Петр Краснов депутатран (сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) кӗтмен ҫӗртен ҫапларах ыйтнӑ: «Петр Степанович, эпӗ сире итлетӗп те ӑнланмастӑп: эсир Олега Алексеевича Николаева пӗрмаях хисеплӗ тетӗр, Леонида Ильича Черкесова – хаклӑ. Мӗншӗн ҫавӑн пек?»
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ епле хуравланине, шел те, пӗлместпӗр. Ҫав вӑхӑтра сессин онлайн-трансляцийӗ чӑхӑмласа илнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енре Патшалӑх Канашӗн иккӗмӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унти ытти ыйтупа пӗрлех миравай судья пулмалли ҫынсен кандидатурисене пӑхса тухнӑ. Малашне вӗсене унчченхи пек палӑртнӑ вӑхӑтлӑха ҫирӗплетмӗҫ. Миравай судьясем йӗркеллӗ ӗҫлесен е урӑх ҫӗре куҫас темесен тахҫанчченех тӑрӑшма пултарӗҫ. Кун пек тума Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ.
Республикӑн Патшлӑх Канашӗн ларӑвӗнче ӗнер Шупашкарти Мускав районӗн 6-мӗш суд участокӗн миравай судйи пулма Татьяна Антиповӑна ҫирӗплетнӗ, Канаш районӗнчи 2-мӗш суд участокӗпе — Алексей Корсакова, Шупашкарти Калинин районӗнчи 6-мӗш суд участокӗпе — Виктория Новиковӑна, Шупашкарти Мускав районӗнчи 7-мӗш суд участокӗпе — Ольга Петровӑна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |