Финпа угр ҫамрӑкӗсен тӗнчери пӗрлӗхӗн академийӗ ҫак уйӑхӑн 8-мӗшӗнче вебинар ирттерет. Ӑна йӗркелекенни — Питӗрти патшалӑх университечӗн преподавателӗ Мария Кошелева.
Ҫамрӑк ӑсчах — вепс хӗрӗ. Аслӑ шкул преподавателӗ вебинарта тӑван чӗлхине тишкерсе каласа кӑтартӗ. Вебинар каҫхи 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унта хутшӑнма регистрациленес тесен ҫак каҫӑпа иртмелле: https://mafun.clickmeeting.com/veps/register.
Вебинар пирки Дмитрий Степанов «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн Фейсбукри страницинче паян ирпе пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, вепс чӗлхипе паллашма йыхравлакан Мария ӑшӑ тинӗс тата кофе юратать.
Вепс чӗлхин корпусне ҫак каҫӑпа вырнаҫтарнӑ: http://vepsian.krc.karelia.ru/about/. Вепс вики каҫҫи —
https://vep.m.wikipedia.org/wiki/Pälehtpo’.
Мари патшалӑх университечӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх финнпа угор тӗпчев институтӗнче ҫармӑс чӗлхипе литературин эрни пуҫланнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшпе 12-мӗшсенче иртет.
Чӗлхе эрнине республикӑна туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, Валентин Колумб паллӑ ҫармӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине, вӗрентекен ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Пушӑн 9-мӗшӗнче стена хаҫачӗ кӑларассипе ӑмӑртнӑ; пушӑн 10-мӗшӗнче паллӑ ӑсчахсемпе тӗлпулу иртнӗ; пушӑн 11-мӗшӗнче чи лайӑх хайлава тата чаплӑ вулавҫӑна суйлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Вӗрентекен — сан ӗҫӳ те сан яту та ӗмӗр-ӗмӗр хисепре» (Учитель, твое имя и твой труд – в веках) ятлӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.
Тӗнчере кашни кун тенӗ пекех пӗр чӗлхе ҫухалать теҫҫӗ. Тин кӑна AFP агентство тепӗр чӗлхе ҫухални пирки пӗлтерчӗ. Ӗнчӗ (Инди) ҫыршывӗ шутне кӗрекен Андаман утравӗнче пурӑнакан бо халӑхӗн юлашки ҫынни, 85-ри Аслӑ Боа (Boa Sr) вилнӗ. Бо йӑхӗ ҫак утравсенче 65 пин ҫул пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытти халӑхсемпе ҫыхӑнмасӑр чылай хушӑ парӑннӑран ӑсчахсем вӗсем хӑйӗн чӗлхине мӗн авалтан упранӑ теҫҫӗ. Аслӑ Боа вилнӗ хыҫҫӑн бо чӗлхипе калаҫаканни урӑх тӗнчере юлман.
Аслӑ Боа 2004 ҫулхи цунамине те тӳссе ирттернӗ. Ҫав инкек иртсе кайнӑ хыҫҫӑн чӗлхе тӗпчевҫисене вӑл ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫӗр чӗтреннӗ вӑхӑтра эпир пурте унта пулнӑ. Асли пире ҫапла каларӗ: Ҫӗр ик пая пайланӗ, ан чупӑр, ан хускалӑр.»
Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх андамансем кунта Африкӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнчен куҫса килнӗ. Бо чӗлхи хӑйӗн тымарӗсемпе палеолит вӑхӑчӗпе, этем ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма пуҫланӑ тапхӑнчченхипе, ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Кӑна шута илсен андамандсен чӗлхисем, вӗсен шутне бо чӗлхи те кӗрет, 10 пин ҫулта пулма пултараҫҫӗ.
Аслӑ Боа вилнӗ хыҫҫӑн Андаманд утравӗсенче тата 9 йӑх халӑхӗ юлнӑ. Вӗсенчен кашни хӑй чӗлхипе калаҫать. Пӗр йӑхӗ халӗ те ытти халӑхсемпе хутшӑнассинчен пӑрӑнать, вӑл халӑх шутне те пӗлмеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |