Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шӑматкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче, __Шупашкарти__ Чӑваш Республикин наци библиотекинче пирӗн пӗрлӗх пухса кӑларнӑ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ.

Кӗнекене 2010 ҫулта ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернетри литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ хайлавсем кӗнӗ. Ҫак конкурссен тӗллевӗ — яш-кӗрӗмӗн литература пултарулӑхне аталантарасси, ҫут ҫанталӑкри тата кулленхи пурнӑҫри пулӑмсене илемлӗ ҫырулӑх мелӗпе уҫса пама хӑнӑхтарасси.

11 сехетре пуҫланнӑ мероприятие шкул ачисемпе вӗрентекенсем Республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен самаях пухӑнчӗҫ. Кӗнеке пирки ӑна пухса кӑларакан Николай Плотников, ачасене ӳкерчӗксем ӑсталас ӗҫе явӑҫтаракан __Станислав Юхтар__ ӳнерҫӗ, текстсенчи йӑнӑшсене тӳрлетнӗ Алина Сосаева каласа пачӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ ӳкерчӗксемпе вара кунтах паллашма май пурччӗ — ятарлӑ курав ӗҫлерӗ.

«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнеке хӑтлавне ҫавӑн пекех чӑваш халӑх ҫыравҫи __Юхма Мишши__ те килнӗччӗ — вӑл ачасене чӑваш чӗлхине юратма, тӑрӑшса вӗренме сунчӗ. Юрӑпа вара пухӑннӑ халӑха Альбина Пӑрчӑкан савӑнтарчӗ.

 

__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/133327/|**Сӑнсем**__ (40)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 26

1945
81
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
26
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй