Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Иртнӗ суйлав вӑхӑтӗнче депутат пулма ӗмӗтленекен кандидатсем хушшинче кӑткӑс ӑмӑрту пычӗ. Пухусене халӑха ытларах пухас тӗлӗшпе, ахӑртнех, вӗсӗм суйлавҫӑсене чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсене илсе килсе савӑнтарчӗҫ. Тӳлевсӗр концертсене, паллах, халӑх йышлӑн пухӑнать. Анчах та чӑн-чӑн искусствӑна юратакансемшӗн спектакаль е концерта укҫалла билет туянса курасси те ансат мар.

Ҫапла вара, юнкун каҫ, тӳлевсӗр концертсем тин ҫеҫ иртсе кайрӗҫ пулин те, __Комсомольскинчи__ культурӑпа кану центрне кӳршӗ __Елчĕк район|Елчӗк район__ каччи __Алексей Московский__ килсе ҫитсен зала лӑк тулли халӑх тулчӗ. Ҫамрӑк юрӑҫ кунта пӗрремӗш хут ҫеҫ мар килчӗ пулин те, унӑн юррисене куракансем хапӑл тусах йышӑнчӗҫ. Килӗшӳллӗ тумӗсемпе, хусканусемпе, пичӗ ҫинчи йӑл кулӑпа юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗ Алексей. Вӑхӑтран вӑхӑта залра пухӑннисене ачаш та ҫепӗҫ сассипе Алена Алексеева тыткӑнларӗ. Чӑн-чӑн сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗ, хусканӑвӗсем тата! — акӑш евӗр, утти шыв пек юхать, пӑхса ытармалла мар.

Каҫалсемшӗн ҫак каҫ ҫӗнӗ ят та уҫӑлчӗ: Александр Нефрит. Александр халиччен курман-илтмен юрӑҫ пулсан та, пӗрремӗш юрринченех залра ларакансемпе пӗр сӑмах тупрӗ. Тахҫанах пӗлекен артист пекех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илсе ӑсатрӗҫ ӑна куракансем, чӑтӑмсӑррӑн тепӗр хут сцена ҫине тухасса кӗтрӗҫ. Чӑн та, юрӑҫӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ, юрӑсене саспа ҫеҫ мар, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе шӑрантарни пурин кӑмӑлне те кайрӗ. «Ҫамрӑк артистӑн малашлӑхӗ — пысӑк сцена ҫинче… Пурте пӗлекен Валерий Леонтьева та ирттерет Нефрит… Кун пек юрӑҫсене Евровидени конкурсне кайсан та пӗртте намӑс курмалла мар!...», — илтӗнче унта та, кунта та.

Георгий Мокеев конферансье те концерта пӗлсе йӗркелесе ертсе пычӗ, хутран-ситрен ҫынсене култарчӗ, тӑрсан-тӑрсан шухӑша та ячӗ.

Тулли кӑмӑлпа ял халӑхӗ килсенелле саланчӗ. Чӑн та, ҫыннӑн хырӑм тутипе ҫеҫ мар, чун-чӗрене савӑнтарма та пӗлмелле. Унсӑрӑн, епле-ха вӑл, пурнӑҫ?

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 07

1925
101
Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ.
1929
97
Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ.
2001
25
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ.
2005
21
Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи