Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__ЧНК__ ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» хупахра паян чӑваш халӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакансем пуханчӗҫ — философсем, ӳнерҫӗсем, ҫыравҫӑсем, вӗрентевҫӗсем, ӑсчахсем. Блогерсем те пурччӗ кунта.

Пухӑва чӑвашсен хӗллехи чи паллӑ уявне пӗрле ирттермелле пуҫтарӑннӑччӗ те чи малтанхи сӑмаха __Виталий Петрович Станьял__ илчӗ. Вӑл халӑха ҫак уяв мӗнле иртни пирки кӗскен каласа пачӗ, унӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен. Уяв пӗлтерӗшӗ пирки ыттисем те сӑмах хушрӗҫ пулин те Виталий Петрович ятарласа хатӗрленсе килни сисӗнче — сӑмахӗ лекцие ирттернӗ вӑхӑтри пекех пулчӗ. Калаҫу малалла ӗҫлӗ пулчӗ — чӑваша мӗн хумхантарни пирки кашни сӑмах хускатрӗ: чӑвашсен йышӗ чакни, юрӑсенче чӑваш сӗмӗ ҫукки, тата ытти пӑшӑрхантаракан ыйту. Ырри пирки те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ: шӗпсутсен (скульптурӑсен) фестивалӗсене тӗрлӗ енлӗ тӑвасси тата вӗсене аталантарасси (хӑвӑрах пӗлетӗр, __Шупашкарта__ халӗ пӑртан кӳлепесем тӑвас фестиваль иртет), тӑван яла ҫӗнӗ вӗркӗш кӗртсе анлӑ аталантарасси (кунта ытларах __Кăмаша|Кӑмаша__ ялӗн тӗслӗхӗ пирки калаҫрӗҫ) тата ытти те.

Уяв яланхи пек кӑпӑклӑ сӑрасӑр, сарӑ мӑйӑрсӑр иртмерӗ. Ӗҫмелли-ҫимелли те сӗтел тулличчӗ, сӑмаварти чейпе (тӗрлӗ курӑкран вӗретнӗскерпе) сӑйланма май пурччӗ. Сӗтел ҫинче эрех пулмарӗ вара.

Юрӑпа вара кам кӑна савантармарӗ — __Муркаш районĕнчи|Муркаш районӗнчи__ «Екрем» ушкӑнӗ те, музыка училищинчен ятарласа чӗнсе илнӗ студенткӑ та. Сӑмах калакансем хӑйсем те вӗсенчен юлмарӗҫ — __Иван Христофоров__, __Анатолий Кипеч__ пӗр-ик юрӑ юрласа пачӗҫ.

 

__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/135106/|**Сӑнсем**__ (46)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та