Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

2010-2011 ҫулсен утӑ уйӑхӗcенче __Вăрнар районĕнчи|Вӑрнар районӗнчи__ __Авшак Элмен__ ялӗн уявне чылай ҫын килсе ҫитрӗ. Ҫак уява ялти пултаруллӑ ҫынсем пуҫарнипе тата ялти клуб заведующийӗ, Муракова Елена Васильевна йӗркелесе ячӗҫ. Ял кунне Авшак Элмен ялӗнчи чиркӳ уҫнӑранпа 265 ҫул (1745), ял клубӗ 75 ҫул (1935) ҫитнине халалланӑ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш хут иртнӗ уява ял халӑхӗ хапӑлласах йышӑнчӗ: урамсене, хуралтӑсене тирпейлесе илем кӗртӗҫ, уява халалласа чӑваш вӑййине асра хӑварма кашни каҫ тенӗ пек репетицие тухрӗҫ.

Уяв халӑхне Ильин В.В. район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, Афанасьев Г.В. Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыраканӗ, Анисимов В.Н. район депутачӗ саламларӗҫ. Отрыванов Станислав Гурьевич, чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш халӑх академикӗ ял историйӗ ҫинчен, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Куликова О.Г. (Улькка Элмен), чӑваш ҫыравҫисен союзӗн членӗ, Раҫҫей журналисчӗсен членӗ чиркӳ ҫумӗнче уҫнӑ шкул историйӗпе учительсем ҫинчен каласа пачӗ. Иванова Н.Г, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, шкул программисемпе вӗренӳ кӗнекисем ҫыракан вӗрентӳҫӗ ял чиркӗвӗ __Хусан__ хулинче тупнӑ турӑша халалласа лартнӑ чиркӳ ҫинчен аса илтерчӗ. Ялти паллӑ ҫынсем ҫинчен Немилов А.И., ялти вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем пирки Ярмушкари вӑтам шкулта 8 класра вӗренекен Муракова Мария каласа пачӗҫ.

Уяв халӑхне ҫак ялта пурӑннӑ, 1930 ҫулта хор йӗркеленӗ, Мускава ҫитнӗ, Слонов Сидор илемлетнӗ «Пахчи, пахчи...» юрӑпа ял ачисен «Хунав» ушкӑнӗ, __Пуканкассинчи__ фольклор халӑх ушкӑнӗ «Чашма», __Шупашкартан__ ятарласа килнӗ __Григорий Вакку__, Катя Петрова, Алина Федорова ҫавӑн пекех А.Н.Никитин хӑйӗн «__Янташ (ушкăн)|Янташ__» ушкӑнӗпе савӑк юрӑ-ташӑ парнелерӗҫ. Ҫамрӑкки те, ватти те, вӑйпитти те хаваслӑ юрра-ташша хапӑлласах йышӑнчӗҫ, хӑйсем те ял халӑхне юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ. Инҫетри чӑвашсем те ҫак уявра хастар пулчӗҫ, Тӗмен тӑрӑхӗнче пурӑнакан, __Мăрат|Мӑрат__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Игорь Алексеев хӑйӗн пысӑк ҫемйипех уява килсе ҫитрӗҫ. Тӗмен тӑрӑхӗнче те чӑваш юррисене юрлани ҫинчен пӗлтерчӗ, ял халӑхне юрласа савӑнтарчӗ.

Уява пухӑннӑ халӑх сӑнӳкерчӗксен куравне тимлесех пӑхрӗҫ. Кунта ялта пурӑннӑ паллӑ ҫинсен сӑнӳкерчӗкӗсем вӗсене аса илсе ҫырнисем, ялти тирпейлӗ хуҫалӑхсен хуралтисем, ӗҫлӗ пулӑмсем тата ытти те. Аякран килнисем «Хӑна кӗнекине» хӑйсем ҫинчен информаци хӑварчӗҫ, тепӗр ҫул та ял уявне хапӑлласах килессе шантарчӗҫ.

2012 ҫулхи ял уявӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, шӑматкун пулать. Кашни йӑх хӑйӗн ӳплине йӗркелесен аванччӗ. Унта историпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксен, алӗҫ, апат-ҫимӗҫ, тумтир куравӗ ӗҫлесен, йӑхра упраса юлнӑ юрӑ-ташӑпа, йӑла-йӗркене кӑтартсан паха та вырӑнлӑ пулӗччӗ.

Уявсене ирттерме укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ Куликовсене Ольга Геннадьевнӑпа Иван Николаевича, Иванов Валерий Геннадьевича, Фомин Олег Дмитриевича, Яковлев Руслан Владимировича, ял халӑхне питӗ пысӑк тав. Уява йӗркелесе пынӑ Мураковсен, Егоровсен, Ивановсен ҫемйине Яковлев Андрейпа Сорокин Герӑна уйрӑммӑн палӑртас килет. Ял халӑхне хастар хутшӑннӑшӑн малалла та яла ҫӗклеме ӑнтӑлаксене тав сӑмахӗ калас килет.

Хӑвӑр шухӑш-кӑмӑлсене, сӗнӳсене ҫак электронлӑ почтӑпа пӗлтерме ыйтатпӑр: __Zodchii4@yndex.ru__

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та