Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ульяновск хулин «Губернаторский» Культура керменӗнче облаҫри чӑваш юрӑҫисен XI «Чӑваш шӑпчӑкӗ» фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Юрӑҫсен ӑмӑртӑвне ертсе пыма Шупашкартан ятарласа «Асамат» ушкӑн ертӳҫи Леонид Антонов килнӗ. Валентина Тарават, Светлана Печникова пек искусство ӗҫченӗсем хутшӑнни мероприяти шайне ҫӗклерӗ.

Конкурса хутшӑнакан яшсемпе хӗрсен пултарулӑхне хак паракан сумлӑ жюри хушшинче Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем те пур. Ку, паллах, хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан тутарстансене хумхантарать те, хавхалантарать те. Пӗр сӑмахпа каласан мӑнаҫлӑх ҫуратать! Жюри председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн ертӳҫине Алексей Наумов композитора шанса панӑ. Куракансем хушшинче тӑхӑрьялсем нумай пулни сисӗнет.

Тутарстансем йышпа кӑна мар, талантпа та ирттереҫҫӗ. Конкурсантсен хушшинче Нурлат районӗнчен тухнӑ хӳхӗм юрӑҫ Катя Артемьева пултарулӑхӗпе палӑрчӗ. Чи савӑнмалли вара жюри пӗтӗмлетӗвӗнче пулчӗ. Гран-прине ҫӗнсе илекенӗ Пӑва районне кӗрекен Шемек ялӗнче ҫуралнӑ чиперкке Екатерина Карамзина пулчӗ. Вӑл Шемек тата Пӳркел ялӗсен шкулӗсенче вӗреннӗ, халӗ Ульяновскра авиаци институтӗнче пӗлӳ илет. Катя илемлӗ те ҫепӗҫ сассипе жюрие кӑна мар, пур куракана та тыткӑнларӗ пуль, ҫавӑн пекех тӑхӑрьялсен илӗртӳллӗ ташшипе палӑрчӗ. Куракансем: «Катя, маттур!» – тесе кӑшкӑрса нумайччен алӑ ҫупрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем, чечексем, хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ.

Катя юрласа ҫӗнтернӗ «Юрату кӑварӗ» юррӑн авторӗ те Пӑва районӗнчи Шемек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Саратов облаҫӗнчи Балаково хулинче пурӑнакан Егор Кузьмин. Хальччен никам илтмен ҫӗнӗ юрӑпа ҫӗнтерчӗ Катя Карамзина, ку тата пахарах.

Ҫитӗнӳсем хавхалантараҫҫӗ, ырӑ шухӑшсем ҫуратаҫҫӗ! Е.Кузьмин авторпа Е.Карамзина юрӑҫ концертсем лартса тӑван тӑрӑхӗнчи чӑвашсене савӑнтарасшӑн, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарасшӑн. Ку кӑмӑллӑ пуҫарӑва, паллах, пулӑшакансем тупӑнмасан, ӗҫе кӗртме йывӑр. Администраци ӗҫченӗсем тата спонсорсем пулӑшма тупӑнасса шанатпӑр. Артистсем паянах хатӗр!

Жюри председателӗ А.И.Наумов:

– Чӑнах та, Тутарстанра ҫуралнисем нумайӑн хутшӑнчӗҫ конкурса. Вӗсен хушшинче манӑн вокал енӗпе уйрӑмах Кивӗ Ҫӗпрелӗнче ҫитӗннӗ Марина Васильевӑна палӑртас килет. Ҫапах ман шутпа пуринчен лайӑхрах юрлаканни – Чӗмпӗрте ҫуралса ӳснӗ Оксана Захарова пулчӗ. Шел, хула хӗрӗ чӑвашла калаҫма пӗлменнипе-и, ытти жюри членӗсем уншӑн сасӑламарӗҫ. Оксана питӗ пултаруллӑ хӗр, вӑл «Азамат» пултарулӑх студийӗн тӳлевсӗр юрӑ ҫыртарма тата видеоклип ӳкерме ирӗк паракан сертификатне тивӗҫрӗ. Ҫавӑнпа вӑл чӑваш эстрадинче тата палӑрӗ-ха тесе шутлас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 14

1933
92
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
54
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи