Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кӑрлачӑн пуҫламӑшӗнче __Хырхĕрри|Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче нумай ҫул хушши физкультура вӗрентекенӗ пулса вӑй хуракан Николай Никандрович Ятманов хӑйӗн паллӑ юбилейне — 60 ҫула ҫитнине паллӑ турӗ. Ҫак кунсем каникулпа пӗр килнӗ пулин те, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те, пӗлӗш-тӑвансем те юбиляра чысласа ӑшӑ сӑмахсем куҫҫӑн курӑнса та, телефонпа шӑнкӑравласа та каларӗҫ. Каникул пӗтнӗ хыҫҫӑн тепӗр кунхинех шкулта Николай Никандровича халалласа ятарлӑ утренник ирттерчӗҫ. Кашни класра вӗренекен ачасем юрӑ-сӑвӑпа савӑнтарчӗҫ, шкул тата район ертӳҫисемпе профсоюз организацийӗ Хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

Паллӑ уяв ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленмерӗ. Уйӑх вӗҫӗнчи пӗр канмалли кун Николай Никандрович хӑйӗн ячӗллӗ йӗлтӗр чупӑвӗ ирттерчӗ. Ҫак чупӑва районти шкулсенче вӗренекенсем, предприятисемпе организацисем, ҫемье командисем хутшӑнчӗҫ. Тӗп хуламӑрти «Водоканал» предприяти те хӑйӗн спортсменӗсен ушкӑнне тӑратнӑ. Ытти ҫулсенче шкултан вӗренсе тухса кайнӑ ачасем те, инҫе ҫула пӑхмасӑрах, чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗрентекене саламласа ООО «Газпром межрегионгаз» генеральнӑй директорӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, нумай ҫул хушши вырӑнти «Восток» колхоз ертӳҫи пулса ӗҫленӗ К.С.Мифтахутдинов (вӑлах ӑмӑрту спонсорӗ), __Комсомольски районĕнчи|Комсомольски районӗнчи__ Пенси фончӗн управляющийӗ С.В.Горбунов, Комсомольски РОО ертӳҫин ҫумӗ А.А.Яковлев, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗ А.Н.Воробьев, Хырхӗрри тӗп шкул директорӗ Ю.П.Алексеев сӑмах тухса каларӗҫ. «Хырхӗрри ИКЦ» ӗҫченӗсемпе ӳнер пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекенсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ.

Ун хыҫҫӑн спортсменсемпе пуҫтарӑннӑ хӑнасем, ял-йышсем __Кĕтне|Кӗтне__ хӗрринчи хырлӑх вӑрманӗнчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ҫул тытрӗҫ. Чӑн малтан хӗрачасем харпӑр хӑйшӗн чупассипе тупӑшрӗҫ. Кунта Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен С.Кузнецовӑпа Н.Исаева пӗрремӗш тата иккӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ. Арҫынсен чупӑвӗ 5х3 ҫх эстафета евӗр пулчӗ. Николай Никандрович ытти ушӑнсенчи пилӗкшер арҫынпа эстафетӑн пилӗк этапне те хӑй пӗччен чупса ӑмӑртрӗ. Кӑткӑс тупӑшу __Шупашкарти__ «Водоканал» предприятин ҫӗнтерӗвӗпе вӗҫленчӗ. Вӗсенчен кӑшт ҫеҫ кая юлса иккӗмӗш вырӑна вунпилӗк километрне те чупса Н.Н.Ятманов тухма пултарчӗ-пултарчех. Виҫҫӗмӗш вырӑна __Çĕнĕ Кипеç|Ҫӗнӗ Кипеҫ__ ялӗнчи Васильевсен ҫемьи тухрӗ. Вӑтам шкулсен ушкӑнсем хушшинче нӗркеҫсем мала тухрӗҫ, тӗп шкулсем хушшинче юбиляр ятне ҫӳле ҫӗклесе хырхӗррисем пӗрремӗш вырӑна алран вӗҫертмерӗҫ! Ҫӗнтерӳҫӗсемпе мала тухнисене медальсемпе чысларӗҫ. Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑма сивӗ ҫанталӑк пӗрре те сивӗтеймерӗ!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2026 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 19

1919
107
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1924
102
Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та