Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-27-мӗшӗсенче __И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче|И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче__ чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ йӗркеленипе Раҫҫей чӗлхисене машинӑпа куҫарассин курсӗ иртрӗ. Ку курсӑн тӗллевӗ — Apertium ятлӑ система пулӑшнипе хӑй куҫаракан тӑлмача тӑвассин практика пӗлӗвне пуянлатасси. Тромсё университечӗн Трун Тростерюд доценчӗпе Алаканта университечӗн Францис Мортон Таерз тата Индиана университечӗн Джонатан Норт Вашингтон аспиранчӗсен презентацилесе тунӑ лекцийӗсем пурин кӑмӑлне те кайрӗҫ, ҫак ӗҫпе малалла та ӗҫлеме хавхалантарчӗҫ.

Ку таранччен хӑй куҫаракан тӑлмача 40 чӗлхепе усӑ курма вӗрентнӗ те ӗнтӗ, ҫапах та ӗҫлемелли нумай-ха. Раҫҫӗйӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен (Ижевскран, Хусантан, Ҫтерлӗрен, Петертен, Перӗмрен), Латвирен хутшӑнакансем пулчӗҫ. Куҫаруҫӑсен курсне __чăваш филологийĕпе культура факультечĕн|чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн__ преподавателӗсемпе студенчӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ: М.Р. Федотов ячӗллӗ чӑваш тата тухӑҫ чӗлхе пӗлӗвӗ кафедрин аслӑ преподавателӗ О.В. Сорокина турккӑ−чӑваш, асӑннӑ кафедра доценчӗ А.С. Егорова тутар−чӑваш, А.Н. Лукина инженер вырӑс−__чăваш чĕлхисене|чӑваш чӗлхисене__ танлаштарчӗҫ. Чӗлхе мӑшӑрне танлаштарнӑ май вӗсене Apertium программӑпа усӑ курнӑ май архифонемӑсене палӑртасси, морфонологи пулӑмӗсене ҫырса кӑтартасси, тегсемпе усӑ курасси уйрӑмах кӑсӑклантарчӗ.

Ҫак курсра илнӗ пӗлӳ машина куҫарӑвӗнче усӑ курмалли морфологи анализаторӗсене хатӗрлеме пулӑшать. Тишкерӳҫӗсене пӗлни куҫару ӗҫӗнче кӑна мар, чӗлхесене танлаштарса вӗренме те май парать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 23

1996
30
Мясников Александр Фёдорович, живописец, график, скульптор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та