Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче урамра шартлама сивӗ пулин те __Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çемье вулав центрне|Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулав центрне__ халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Кунта __Петĕр Хусанкай|Петӗр Хусанкай__ паллӑ сӑвӑҫӑмӑр ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу каҫӗ йӗркеленӗ. Вулавӑшӗн хӑтлӑ пӳлӗмне Чӑваш Республикин сумлӑ ҫыннисене — __Вера Кузьмина__ Чӑваш халӑх артисткине, __Юрий Сементерпе__ __Порфирий Афанасьев__ Чӑваш халӑх поэчӗсене, __Светлана Асамат__ юрӑҫ-композитора — тата тӗрлӗ вӗрентӳ заведенийӗсенче вӑй хуракан доцентсемпе учительсене, шкул ачисене пӗр ҫӗре пуҫтараканӗ тата уява ертсе пыраканӗ вара — асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗ А.А. Сосаева.

Тӗлпулу П.Хусанкая астӑвакансен асаилӗвӗсенчен пуҫланчӗ. Унтан уява Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова ертсе пынипе килнӗ тӗрлӗ шкулсен вӗрентекенӗсем Петӗр Хусанкай пултарулӑхне шкулта вӗрентес меслетсемпе паллаштарчӗҫ, слайд-презентацисем ирттерчӗҫ. __Шупашкар районĕнчи|Шупашкар районӗнчи__ Тутаркасси шкулӗнчен, __Шупашкарти__ 44, 60-мӗш шкулсенчен ҫитнӗ ачасем чаплӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн сӑвӑ йӗркисене шӑрантарчӗҫ. Паллах, пурне те Вера Кузьминична епле сӑвӑ вулани тыткӑна илчӗ.

П. Хусанкайӑн сӑвӑ тӗнчине халалласа «Поэзи парӑсӗ айӗнче» ятлӑ курав та йӗркеленӗ вулавӑш ӗҫченӗсем. Кунсӑр пуҫне чӑваш тӗррин «Тӗрӗ тӗнчи» ятлӑ куравӗ те питӗ пуян пулнине палӑртса хӑвармалла. Чӑнах та, эпир ҫӗр-пин сӑмахпа ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗн ачисем пулнине курса ӗненме май пачӗҫ вӗсем. Петӗр Хусанкай «эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» тесе хӗрӳллӗн каланине тӳрре кӑларас ӗмӗтпе ӗҫлекен, пурӑнакан библиотека ӗҫченӗсене пӗтӗм чунтан тайма пуҫ тесе калас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 20

1874
152
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
43
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть