Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗнче «Смотрю я в глубину времени» (чӑв. «Пӑхатӑп ӗмӗрсен тӗпне») ятпа __Петĕр Хусанкай|Петӗр Хусанкай__ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, ЧПУ преподавателӗсем пухӑнчӗҫ. Ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем те килнӗччӗ — __Порфирий Афанасьев__, __Светлана Асамат__, __Юрий Сементер__. Пултарулӑх каҫне поэт мӑшӑрӗ, чӑваш халӑх артистки __Вера Кузьмина__ та пынӑччӗ. Петӗр Хусанкайӑн сӑввисем ун сассипе чӑн та питӗ вӑйлӑ янрарӗҫ, пухӑннисем артисткӑна алӑ ҫупса тав турӗҫ.
Чи малтанах вӗрентекенсем сӑмах илчӗҫ. Шкулта ачасене __чăваш чĕлхине|чӑваш чӗлхине__ ӑса хывакансем Петр Хусанкай пултарулӑхӗпе тунӑ тӗпчевсемпе тата ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫав шутра __/lib/haylav/913.html|«Таня»__ поэмӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ сценарий те питӗ кӑсӑклӑччӗ. Пултарулӑх каҫне пынӑ хаклӑ хӑнасем сӑвӑҫпа ҫыхӑннӑ самантсем пирки каласа пачӗҫ, хӑйсен хӑш-пӗр хайлавӗсемпе паллаштарчӗҫ. Мероприятие ҫак вулавӑш ӗҫченӗ Алина Сосаева ертсе пычӗ — вӑл та Петер Хусанкайпа ҫыхӑннӑ самантсем ҫинче чылай чарӑнса тӑчӗ.
Шкул ачисем те сахал марччӗ — чылайӑшӗ __Петĕр Хусанкайăн|Петӗр Хусанкайӑн__ сӑввисене пӑхмасӑр каласа пачӗҫ. Пултарулӑх каҫне пуҫтарӑннӑ ачасен маттурлӑхне кура чӑнах та «__/lib/haylav/5473.html|Пӑхатӑп ӗмӗрсен тӗпне...__» сӑввӑн шухӑшӗпе килӗшес килчӗ — «Эпир пулмах, пулмах ҫуралнӑ!»
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/136014/|**Сӑнсем**__ (46)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |