Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.4 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

1986 ҫулӑн акан 26-мӗш кунне тӗнче халӑхӗ ӗмӗрлӗхех асра тытса пурӑнӗ ӗнтӗ. Ҫав кун Украинӑри Чернобыль атомлӑ электростанцийӗ вутпа сирпӗнсе кайнӑ. Радиоактивлӑ тусан 300 ҫухрама яхӑн Раҫҫей, Белоруҫ тата Украина ҫӗрӗсене наркӑмӑшлантарнӑ, пурӑнма юрӑхсӑрлатнӑ. Халӑха та пинӗ-пинӗпе хӑрушлӑхлӑ вырӑнсенчен урӑх вырӑнсене куҫарма тивнӗ — ҫӗршер ял тата вуншар хула пушанса юлнӑ.

Чернобыльти аварие пусарма Совет Ҫарне хутшӑнтарнӑ, унсӑр пуҫҫӑн ҫак ӗҫе кашни хуларан ҫӗршер ҫын хӑйсен ирӗкӗпех хутшӑннӑ. __Ҫӗмӗрлӗ__ хулинчен Чернобыле 113 паттӑр тухса кайнӑ. Унтанпа 26 ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Нумайӑшӗ халӗ пирӗнпе ҫук. Чернобыль паттӑрӗсене халаласа лартнӑ палӑк пирӗн хулара та пур. Ун умӗнче ҫулсерен акан 26-мӗшӗнче халӑх пуҫтарӑнать, ас тивет. Кӑҫал та хулари 2-мӗш шкул ачисем ҫак куна палӑртма пуҫтарӑнчӗҫ. 1986 ҫулта пулса иртни ҫинчен Чернобыль ветеранӗсен Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ертӳҫи В. Красильников асаилчӗ. А. Попова, Чернобыльте пуҫне хунӑ паттӑрӑн арӑмӗ, упӑшки ҫинчен тата тӑван ҫӗршыва юратса, пурнӑҫа сыхласа пурӑнма вӗрентсе каларӗ.

Чернобыль нихӑҫан та асран каяймӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
131
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
78
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын