Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

**Ҫу уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче __Шупашкарта__ халӑхсем хушшинчи VI кинофестиваль иртет. Ун пирки юнкун журналистсене Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов, Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов тата фестивале уҫассишӗн тата хупассишӗн яваплӑ Дмитрий Капустин режиссер-постановщик каласа кӑтартрӗҫ.**

Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, мероприяти ҫулсерен кӑсӑкланса пырать, халӑх та ҫав вӑхӑтра кинотеатра ытларах туртӑнать. Йӗркелӳҫӗсем кӑҫал 10 пин ытла ҫын пырасса шанаҫҫӗ. Фильмсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Билетсене тунтикун кассӑсене ҫитерӗҫ.

Конкурс программине 12 фильм кӗртнӗ. Вӗсен списокне Интернет уҫлӑхӗнче ҫӑмӑллӑнах тупма май килнине кура эпир вӗсене асӑнса тухмӑпӑр.

Фестиваль Президенчӗ пулма «Мосфильм» концернӑн тӗп директорӗ Карен Шахназаров килӗшнӗ. Фильмсене хаклама ӳнерӗн ҫав енӗпе ӗҫлекен тӗрлӗ специалист — режиссёрсем, актёрсемпе продюсерсем, кино критикӗсем тата ыттисем — килсе ҫитӗ.

Кинофестиваль тунтикун, каҫхи ҫичӗ сехетре, «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта Александр Прошкинӑн «Искупление» фильмпа уҫӑлать те ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 15 сехетре вӗҫленет. Ун чух фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 02

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
108
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
26
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи