Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Етӗрне районӗнчи__ __Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнче__ кашни ҫулах черетпе ял кунне уявлаҫҫӗ. Кӑҫал __Кӑкшӑм__ ялӗн кунне уявлама шутланӑ —кӑҫал вӑл шӑпах 545 ҫул тултарать. Уява ял пуҫӗнче вырнаҫнӑ Ҫамрӑксен урамӗнчи уҫланкӑра ирттерес тенӗ. Кунта ятарлӑ сцена, хӑнасене лармалли саксемпе сӗтелсем ӑсталаса лартнӑ.

Ял пуҫлӑхӗ К.Н.Михайлов уява уҫнӑ май паянхи уява ирттерме пулӑшнӑ спонсорсене, ял халӑхне тав сӑмахӗ каларӗ.

Уяв хӑнисем Н.Ю. Миронова, «Заветы Ильича» колхоз передседателӗ В.И. Иванов, __Палтай__ чиркӗвӗн священникӗ Владимир атте, __Пӗрҫырлан__ ял пуҫлӑхӗ Н.Ю. Степанова пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.

__Кӑкшӑмри__ 9 ҫул вӗренмелли шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Людмила Иосифовна Александрова «Кӑкшӑм ял историйӗ» доклад каласа пачӗ. Вӑл шкулти Ӗҫпе ҫар мухтавӗн музейне ертсе пырать, тавралӑх кун-ҫулӗпе интересленет, архиври документсемпе паллашнӑ май Людмила Иосифовна Кӑкшӑм ялӗ революциччен ~~Байбахтино~~ ятлӑ пулнине шыраса тупнӑ. Сӑмах май, шкулти музее йӗркелесе яраканӗ унӑн хуняшшӗ — Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александрович.

Кӑкшӑм ялӗ хӑйӗн ывӑл-хӗрӗсемпе чӑннипех те мухтанма пултарать: Казаков Г.Н. — __Чӑваш кӗнеке издательствин__ тӗп редакторӗ пулнӑ; Моисеев Ф.Н. — таврапӗлӳҫӗ; __Лисицына З.В.__ — ЧР тава тивӗҫлӗ артистка; Евграфов Я.Е. — инженер-конструктор, кораблестроитель, Ленин орденне икӗ хутчен илме тивӗҫлӗ пулнӑ; Федоров Н.Ф. — профессор; Арсентьев В.А — Беларуҫ тӗп университетӗнче тӑрӑшать, профессор; Иванов О.П. — подполковник; Зотова Г.В. — хисеплӗ таварапӗлӳҫӗ, ҫыравҫӑ. Орден-медаль илнисем питех те нумай.

Уявра ялти кашни урамри артистсем улшӑнса халӑха савӑнтарчӗҫ Етӗрнери «Калинка» ансамбль та __Уйкас__, __Пӑчанар__, __Ваҫкасси__ тата __Ҫуткасси__ ялӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисене халӑх кӑмӑлласа йышӑнчӗ.

Хӑнасене кӗтсе поварсем пилӗк хуран какай яшки пӗҫернӗ, тӗрлӗ салат янтӑланӑ. Вӗсене чунтан тав сӑмахӗ калас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын