Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.9 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Вӗренӳрен пушаннӑ ачасем кану лагерӗсене каяҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗрисене хатӗрлесе ҫитермен. Ятарлӑ комисси ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ», — тесе хыпарлать Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ.

__Етӗрне районӗнчи__ «Родничок» лагерь республикӑра чи малтан уҫӑлнисенчен пӗри. Ӑна пуҫласа 1964 ҫултах йӗркеленӗ. Пурӑнмалли корпуссем юхӑннӑран кунта кӑҫал виҫӗ ҫӗнӗ ҫурт хута янӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин __Етӗрнери__ уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ Андрей Сорокин асӑннӑ лагере икӗ хутчен тӗрӗсленине пӗлтернӗ иккен. Андрей Сорокин тележурналистсене «хальхи вӑхӑтра вӗсем кӑлтӑксене пӗтернӗ» тесе каланине шута илсен тӗрӗслевҫӗсем унччен хӑш-пӗр кӑлтӑк тупса палӑртни курӑнать. Анчах паян лагерь пирки пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнса ӗҫлени савӑнтарать. Ҫапах та тӗрӗслевҫӗсен куҫне пысӑках мар ҫитменлӗхсем те лекнӗ-мӗн. «Пире кунта лайӑх», — тенӗ-мӗн ачасем те. Анчах вӗсем ирсерен вӑрӑмтунасем ҫыртнине пӗлтереҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ — ҫулла вӗт тесе лармаҫҫӗ иккен-ха легерь ертӳҫисем — территорие ятарлӑ эмелпе сирпӗтеҫҫӗ. Инспекципе пынисем чӳречесене вӑрӑмтунаран сыхлакан карӑсем ҫакманнине асӑрханӑ. Тата канакансен япалисене хума шкапсем ҫук иккен. Унсӑр пуҫне медицина пӳлӗмӗ тӗлӗшпе те хӑш-пӗр асӑрхаттару тунӑ. Апат пирки каласан, кунне пилӗк хутчен ҫитереҫҫӗ иккен. Анчах столовӑйӗнче те хӑрушсӑрлӑх правилисен тӗлӗшпе ӳпкелемелли тупӑннӑ.

Мӗнпур кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермесен лагере иккӗмӗш смена вӑхӑтӗнче ӗҫлеттермесси пирки асӑрхаттарнӑ. Лагерь ертӳҫисем каланине шута илме шантарнӑ.

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ лагерьсем республикӑра татах пур-мӗн: «Созвездие», «Утёс», «Солнышко» ачасене иккӗмӗш сменӑна йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар-мӗн.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 05

1921
105
Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем