Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗн сцени ҫинче вилӗмсӗр «Нарспи» поэма тӑрӑх лартнӑ оперӑна ҫӗнӗрен курса киленме май килӗ. Театр ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме республика хыснинчен укҫа ҫӗнсе илнӗ.

Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна __Георгий Хирпӳ__ композитор кӗввипе __Борис Марков__ режиссёр сцена ҫине 1967 ҫулта опера евӗр кӑларнӑ-ха. Халӗ ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи Ольга Нестерова тепӗр хут лартасшӑн. Ҫитес ҫул Раҫҫей тата чӑваш халӑх артисчӗ Борис Марков ҫуралнӑранпа 90 ҫитет. Шӑпах ӑна халалласшӑн та оперӑна. Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш режиссёрӗ пулнӑ ҫав ҫын республикӑн опера сцени ҫине 20 ытла спектакль, ҫав шутра оперӑсемпе опереттӑсем, музыка камичӗсем, кӑларнӑ.

Аса илтеретпӗр, 2008 ҫулта __Чӑваш патшалӑх филармонийӗ__ «Нарспие» мюзикл евӗр сцена ҫине кӑларнӑччӗ. «Нарспи» спектакль аслисене ҫывӑххине, анчах вӑл ҫамрӑксен чунне витерейменнине асӑрханӑ маттур чӑвашсем — __Николай Казаков__ композиторпа __Борис Чиндыков__ драматург — мюзикл ҫырас шухӑша 1989 ҫултах тытнӑ-мӗн. Ҫапла вара Николай Казаков кӗввине хывса, Борис Чиндыков либреттине ҫырса хатӗрленӗ. Республика ертӳҫин грантне ҫӗнсе илнӗ проект вара сцена ҫине тухрӗ. Ӑна халӑх тӗлӗнмелле ӑшшӑн йышӑнчӗ. Ку вӑл пирӗн халӑхӑн пӗрремӗш наци мюзиклӗ пулчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 02

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
108
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
26
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем