Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Сывлӑха ҫирӗплетекен «Ылтӑн пучах» __/news/3232.html|уйлӑх таврашӗнче__ пулса иртекен тискер ӗҫ-пуҫ пирки эпир иртнӗ кунсенчех пӗлтернӗччӗ. Хӗрӳ калаҫусем паянхи кун та лӑпланмаҫҫӗ-ха. Пулса иртнӗ пулӑма шута хурса Чӑваш Ен прокуратури ку ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ирттернӗ пулнӑ. Вара лагерьте саккун йӗркине пӑсакан темиҫе пулӑмах асӑрханӑ. Тӗслӗхрен, канакан ачӑрсен шучӗ йышӑннӑ йӗркерен ытларах пулнӑ имӗш.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх тӗрӗслев ӗҫен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫӗртмен 26-мӗшӗнче айӑпа кӗнӗ вожатӑйсене администраци яваплӑхне тытарнӑ, 700 тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑ.

Паянхи кун прокуратура республикӑри сывлӑха ҫирӗплетекен ытти уйлахсене тӗрӗслет. «Ылтӑн пучах» таврашӗнче йӗркене пӑснӑ фактсене ҫута кӑларас ӗҫ вара ЧР прокуратурин уйрӑм тӗрӗслевӗнче.

Аса илтеретпӗр, «Ылтӑн пучах» уйлӑхра вожатӑйсем ухмахла ашкӑннӑ пулнӑ — ҫывӑракан ачасене матрасӗ-мӗнӗпе коридора йӑтса тухнӑ, ыйхӑран вӑратнӑ, хӑратнӑ. Пӗр арҫын ачана матрасӗ-утиялӗпе пӗрле ваннӑна хунӑ, душ кӗмелли шлангран шыв янӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула вожатӑйсемсӗр пуҫне уйлӑх ертӳҫи те явап тытнӑ — хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ туса пыманшӑн ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ