Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тепӗр виҫӗ уйӑх ытларахран __Шупашкарта__ паллӑ ӑсчаха, этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ __Геннадий Волкова__ халалласа __/news/2646.html|палӑк уҫмалла__. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Шупашкар депутачӗсен пухӑвӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернине тӗпе хурсан.

Геннадий Волков кӗнекине алла пӗр илсен вӗҫертес килмест. Унӑн ӗҫне пӗрремӗш хут тытсан: «Пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарса е йӗркене ӑша хывтарса кукамай ытарлӑн каланӑ сӑмахсем вӗт кунта», — тесе антӑхса каяссӑн вулани халӗ те асрах. Ара, ырӑпа усала уйӑрма шур сухалсем сӗтеле чыша-чыша, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑрса вӗрентмен-ҫке. Вӗсен ӑслайӗнче халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан вышкайсӑр ӑс-тӑнӗ палӑрнӑ.

Геннадий Волков академик Германири вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркелесе янӑ. Вӑл ертсе пынипе Цюрихри, Берлинти, Регенсбургри, Эрфуртри, Йенӑри, Софийӑри, Бишкекри университетсенче пирӗн халӑхӑмӑрӑн этнопедагогики пирки лекцисем вуланӑ.

Палӑк республикӑн тӗп хулинчи Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ Геннадий Волков академикӑн скверӗнче пулмалла. Ӑна ӑсчах ҫуралнӑ кун тӗлне (вӑл 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче __Аслӑ Елчӗк__ ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, 2010 ҫулта пирӗнтен яланлӑха уйрӑлчӗ) уҫма палӑртаҫҫӗ.

Палӑк тӑвас ыйтупа Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ирттернӗ ларура хальхи вӑхӑтра ку енӗпе лару-тӑру еплине тишкернӗ. Кӳлепене спонсорсен шучӗпе тумалла. Хальхи вӑхӑтра академикӑн ентешӗсем укҫа-тенке уйрӑмах уйӑрнине палӑртмалла.

Бронза палӑк 1,5 метр тӑршшӗ пулӗ. Скульптура авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ __Владислав Немцев__.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи