Ӗнер республикӑн Наци вулавӑшӗнче ҫармӑс халӑхӗн «Пеледыш» уявӗ иртнӗ. Вӑл 15 сехетре пуҫланнӑ. Унта пухӑннисем Ҫармӑссен культура центрӗн ертӳҫин Сергей Синяковӑн ӗҫӗсен куравӗпе паллашма пултарнӑ, Чӑваш тата Ҫармӑс республикисен артисчӗсен концертне пӑхса савӑннӑ.
Сӑмах май, «Пеледыш пайрем» (вӑл ~~чечек кунӗ~~ тенине пӗлтерет иккен) ҫармӑссен наци уявӗ шутланать. 1965 ҫултанпа ӑна патшалӑх шайӗнче уявлаҫҫӗ иккен. Кун пек уява ҫармӑссем пирӗн патра кӑна мар, хӑйсен ҫыннисем йышлӑ пурӑнакан ытти тӑрӑхсенче те йӗркелеҫҫӗ. Ҫав шутра Мускав, Питӗр, Пермь хулисене, Тутар, Пушкӑрт республикисене, Кировпа Екатеринбург облаҫӗсене асӑнмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |