Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Красноармейски районӗнчи__ __Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ__ шахматла выляссипе уҫӑ турнир ирттернӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери шахмат кунне (утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) халалланӑ. Тата ҫак вӑййа районта сарассишӗн ирттерни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ.

Вӑййа 30 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланнӑ: 17 ҫултан кӗҫӗнреххисене тата унтан аслӑраххисене. Хӗрсенчен Светлана Петрова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, каччӑсенчен — Дмитрий Замков. Шахматла вылякансен чи кӗҫӗнни тӑххӑрти Наталья Харитонова пулнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна та хавхалантарма йышӑннӑ — Тав хучӗпе тата парнепе чысланӑ. Хӗрарӑмсенчен вара Г.Г. Ефимова ҫӗнтернӗ, арҫынсенчен — Л.Е. Краснов. Вӑл пӗлтӗр те хутшӑнса мала тухнӑ. Вӑййа 76 ҫулти Л.Е. Краснов __Муркаш районӗнчи__ __Тивӗшрен__ пырса ҫитнӗ. Вӑл Муркаш районӗн сакӑр хут чемпионӗ иккен.

Ӑмӑртӑва йӗркелеме Пантелеймоновсен ҫемйи нумай пулӑшнӑ. Вӑййа та вӗсем ҫемйипех хутшӑннӑ. __Кӗҫӗн Шетмӗре__ пурӑнакан Галина Никитина вара пылак апат-ҫимӗҫ йӑтса пынӑ, унпа вӑл ачасене хӑналанӑ.

Халӗ красноармейскисене Муркаш районӗнчи Тивӗшре кӗтеҫҫӗ. Унта ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче маларах асӑннӑ Л.Е. Краснов йӑлана кӗнӗ матч йӗркелӗ.

__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=67&type=news&id=2574125|**Сӑнсем**__ (29)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 02

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
108
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
26
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть