Хиртине часрах пуҫтарса кӗртме ӑнтӑлни пирки мар-ха сӑмахӑм. __Вӑрнар районӗнче__ пӗрисем янтӑ тырӑллӑ пулас тенӗ. Темиҫен пухӑнса пӗр кооператива урпа вӑрлама пынӑ. Шухӑшлани малтанласа кал-кал пулса пынӑ-ха. ГАЗель машина ҫине 5 тонна ним мар тиенӗ. Кукӑр алӑллӑ пулнине никам та ырламассине пӗлнӗрен хайхисем машина номерӗнчи 21 регион вырӑнне 50-мӗш регион текеннине ҫакса хунӑ.
Анчах уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ тесе ваттисем ытахальтен каламан ҫав. Вӑрнар поселокӗнчи Лермонтов урамӗнче михӗ тиенӗ, 50-мӗш регион тесе кӑтартнӑ ГАЗель ларни пирки ҫынсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Лешсем тӗрӗслеме тесе пырса ҫитнӗ. Сӑмах май, урпа хуҫи те шар курни пирки кӗҫех кирлӗ ҫӗре евитленӗ. Хуҫалӑхра сӑнав камери лартса хунӑ пулнӑ иккен. Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ ГАЗель хуҫин ирӗксӗрех хӑвӑрт кӑна йышӑнма тивнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |