Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑвашла пӗлтерӳ конкуренцие пӑсни ҫинчен йышӑннӑ суд пӗтӗмлетӗвӗ пирки __/news/3932.html|эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ__. Ку ӗҫ-пуҫ «Хыпар» хаҫата пырса тивнӗрен унӑн тӗп редакторӗпе __Алексей Петрович Леонтьевпа__ тӗл пулса калаҫрӑмӑр, унӑн шухӑшне пӗлтӗмӗр.

__Шупашкарти__ 30-мӗш автоҫул ҫумӗнчи лаптӑка тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳпе ҫыхӑннӑ суд ӗҫӗ пирки вӑл пӗрремӗш хут илтет. Пӗлтерӳпе ҫыхӑннӑ материалсене хаҫатран ыйтни пулнӑ, анчах та редакцирен никама та суда чӗнмен, суд йышӑнӑвӗпе те паллаштарман.

Кунашкал йышӑнупа Алексей Петрович, паллах, килӗшмерӗ — унӑн шухӑшӗпе — суд пӗтӗмлетӗвӗ чӑвашла хаҫатсене хӗсет (чӑн та, капла пӗлтерӳсене чӑвашла пама юрамасть пек пулса тухать). Ҫавӑн пекех «Хыпар» хаҫат ял ҫынни валли ҫеҫ тени те тӗрӗс мар — __Шупашкарта__ кӑна унӑн тиражӗ 2300 ытла саланать.

Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑра патшалӑхӑн икӗ чӗлхи шутланать — чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Ҫавӑнпа чӑвашла хаҫатсем те пӗлтерӳ пама юрӑхлӑ пулни пӗрре те иккӗлентермест. Алексей Петрович каланӑ тӑрӑх — пӗлтерӳсем вырӑсла пичетленнӗ.

Ҫак лару-тӑрӑва «Хыпар» хаҫат хӑй мӗнле хак панине — хаҫатра мӗнле хурав тухнине — сӑнасах тӑрӑпӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй