Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Ӑҫта ҫуралнӑ — ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ!», — каларӑша __Ҫӗпрел районӗнчи__ __Хулаҫырми__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ меценат, Шупашкарти «Тус» ХАО ертӳҫи Николай Федорович Угаслов тӗпе хурса вӑй ҫитернӗ таран хӑйӗн тӑван ялне кӑна мар, района та тӑтӑшах пулӑшу парать. Хулаҫырми ҫыннисен пурнӑҫӗ лайӑхланса пынинче Николай Федороичӑн тӳпи уйрӑмах пысӑк. Вӑл тӑрӑшнипе урамсене нумаях пулмасть чул сарса хытарнӑ. Халӗ акӑ ял варрипе иртекен тарӑн ҫырма урлӑ ҫӗнӗ пӗве тума тытӑннӑ ӗнтӗ.

«Тус» ХАО прорабӗ Петр Алексеевич Кадуков пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ ҫырма тӗлӗнче тахҫан ҫуран каҫса ҫӳремелли кӗпер кӑна пулнӑ. Халӗ ӑна кӑштах анаталла куҫарса ун вырӑнне ҫӗнӗ пӗве тума шутланӑ. Паянхи куна ӗҫсем вӗҫленсе те пыраҫҫӗ. Пӗве ҫине бетон сарас енӗпе тӑрӑшуллӑ ӗҫ пырать. Тӗпрен илсен «Тус» ХАО ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Бетона __Шупашкартан__ илсе килеҫҫӗ. Пӗве айне виҫӗ пӑрӑх хурса хӑварнӑ. Вӗсем пӗвене ҫумӑрсем тӑтӑш ҫунипе, ҫуркуннесенче капланса килекен шыв сиенлетесрен сыхлаҫҫӗ. Пушар машинисем, ытти тӗллевсем валли ҫакӑ ҫителӗклӗ ӗнтӗ. Строительсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тата та тарӑнлатсан шыв ҫырма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарать, ҫакӑ ҫӳлерехри пӗвене сиен кӳме пултарать. Шыв пухӑнса тӑни таврана та самаях илем кӳрет.

— Вашмӑк ҫырана йывӑҫсем лартса тухӑпӑр, тирпей-илем кӗртӗпӗр. Ҫывӑхра ҫӑл пур. Ҫав вырӑна ӗлӗкренех Лакуш варӗ тетчӗҫ. Вар ячӗпе хӑш-пӗрисем ҫӑла та Лакуш ҫӑлӗ теҫҫӗ. Ҫӑла тирпей-илем кӗртме, лайӑхлатма, ҫӑвӑнмалли вырӑн тума палӑртатпӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн тен ҫӑлӑн та яланхи пӗртен-пӗр ячӗ пулӗ, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Н.Угаслов.

Угаслов палӑртса хунӑ ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗресси Хулаҫырми ял ҫыннисене пӗрре те иккелентермест, панӑ сӑмаха Николай Федорович яланах тытнӑ.

Ҫитес кунсече пӗвӗ таврашне йӗркелесе ҫитерсен вара ял ҫыннисем унӑн пахалӑхӗпе туллинех усӑ курма пултарӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ