Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Республикин информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра наци телеканалӗн кӑларӑмӗсене тата темиҫе ял-хулари кабель телевиденийӗ урлӑ курма пулӗ. Енчен те хальччен чӑвашла кӑларӑмсемпе ҫутатма йӗркеленӗ телеканала __Шупашкар__, __Ҫӗнӗ Шупашкар__, __Ҫӗрпӳ__, __Сӗнтӗрвӑрри__, __Куславкка__ хулисемпе __Кӳкеҫ__, __Опытнӑй__, __Тӗрлемес__ посёлокӗсенче ҫеҫ курма май пулнӑ пулсан малашне вӗсен йышне __Канашпа__ __Етӗрне__, __Ҫӗмӗрлепе__ __Улатӑр__ хулисем тата __Вӑрнарпа__ __Йӗпреҫ__ посёлокӗсем хушӑнмалла. Унсӑр пуҫне, малтанхи пекех, ҫак телеканалпа «Ростелеком» УАО провайдерпа усӑ куракансем паллашма пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине 2009 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Радиокӑларӑмсем чӑн та чӑвашла итлеме кӑмӑллакансемшӗн пысӑк парне пулса тӑнӑ пулсан, телекӑларӑмсенче шел пулин те чӑваш чӗлхи валли вырӑн хальхи вӑхӑтра сахалтарах тупӑнать.

Наци радиовне ҫынсем 105 FM тата 72.41 УКВ ҫинче пӗтӗм республикипе — Шупашкарсӑр пуҫне — итлейреҫҫӗ. Шупашкарта радиохумсемпе «Тӑван радио» 100,3 FM ҫинче тухмалла — вӑл хума Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпани пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче выляса илнӗччӗ. Ку радио, тӳре-шара шантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫулталӑк вӗҫнелле ӗҫлесе каймалла.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 02

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
108
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
26
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын