Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ыран __Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ__ уҫӑ алӑк кунне ирттерет. Унта ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче 18 ҫула ҫитменнисем валли ятарласа йӗркелеҫҫӗ. Апла тӑк Уҫӑ алӑк кунне йӑлана кӗнӗ мероприяти теме юрать. Ачасене куравсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.

Кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре Валерий Мытиков художникпа тӗлпулу йӗркелӗҫ. Унта ӑста ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ «Тӑван кӗтес ҫути» куравпа паллашма май килӗ. Мытиков ӳкерчӗкӗсем лирикӑлла кӑмӑл-туйӑмпа, композици тӗлӗшӗнчен ҫыпӑҫуллӑ пулнипе тата тӗссене килӗшӳллӗ усӑ курнипе палӑрса тӑраҫҫӗ теҫҫӗ. Мытиков тӑван __Ҫӗмӗрле__ тӑрӑхне тата кивӗ __Шупашкарӑн__ вырӑнӗсене ӳкерет. Чӑваш Енӗн улӑх-ҫаранӗ, вӑрманӗсем те унӑн ӗҫӗсенче вырӑн тупнӑ.

Шӑп та лӑп та 12 сехетре акварель енпе мастер-класс иртӗ. Елена Кузьмина ачасене ҫак сӑрӑпа епле ӗҫлемеллине хӑнӑхтарӗ.

Каҫхи пиллӗк сехетре вара Сергей Рахманинов романсӗсен ытарайми тӗнчине йыхравлаҫҫӗ. Концерта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Сёмкин (тенор), Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Юрий Трепов (фортопианӑпа калать), Чӑваш Республикин тава тивҫлӗ артисчӗ, тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫи Ольга Вильдяева (сопрано) тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Мария Финогентова (меццо-сопрано) хутшӑнӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 20

1874
152
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
43
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи