Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӗрлӗрен кино-сериал таврашӗсенче час-часах ушкӑнсем пӗр-пӗрин хушшинчи хирӗҫӗве пӑшал тытса татса панине асӑрхама тивет. Киносенчи лайӑхах мар ӗҫ-пуҫа чӑн пурнӑҫра та курма пулать иккен. Ҫакна нумаях пулмасть __Шупашкарта__ пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫирӗплетнӗ.

Юпан 4-мӗшӗнче каҫ кӳлӗмре __Шупашкарти__ Мир проспектӗнче пӗлтерӗшсӗр сӑлтавпа тытӑҫу пулса иртнӗ, унта вара сӑмахлассипе, чышкӑлассипе кӑна ҫырлахас темен, пӑшал та алла илнӗ. Кун ҫинчен республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.

Ведомство кӑтартӑвӗсемпе килешӳллӗн, икӗ ушкӑн кафере апатланнӑ вӑхӑтра хирӗҫсе кайнӑ пулнӑ. Кафери хурал йӗркене пӑсакансене тӳрех урамалла хӑваласа кӑларса янӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ кунпа вӗҫленмен-ха. Яшсем ҫурт кӗтесси еннелле пӑрӑннӑ та хирӗҫӗве малалла тӑснӑ.

Нумай та пулмасть пӑшал сасси илтӗнсе кайнӑ. 35 ҫулхи «Оса» сусӑрлакан пистолет хуҫи пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑнтан чи малтан тарнӑ, анчах кайран ҫав-ҫавах полицине шӑнкӑравласа янӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх пӑшала алла илме ӑна хӑйӗн ҫине ҫӗҫӗпе килекен ҫамрӑксем хӗтӗртнӗ иккен. Паяна ку информацие тӗрӗслеҫҫӗ, хальлӗхе хирӗҫӳре ҫӗҫӗ таврашӗ усӑ курнине полицире ҫирӗплетмеҫҫӗ-ха.

Сусӑрлакан пистолета пула 26 ҫулхи хула ҫынни аманнӑ, унӑн пит ҫӑмарти суранланнӑ, ӑна операци те тунӑ. Хирӗҫӳре тепӗр хутшӑнакан та кӑкӑра амантнипе пульница килнӗ. Паянхи куна тытуҫура хутшӑнакан 6 яшӑн тӑвӑмӗсене тӗпчеҫҫӗ.

ШӖМ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, ҫакӑн йышши пулӑма ҫывӑх пӑтӑрмах Шупашкартах юпан 5-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ. Университет урамӗнчи пӗр кафе ҫывӑхӗнче 33 ҫулхи арҫын хӑй палакан ҫынпа тытӑҫса илнӗ, ӑна ИЖ маркӑллӑ пистолетран персе амантнӑ. Суранланнӑ арҫынна шала кӗмен хырӑм, кӑкӑр, алӑ сусӑрӗсемпе пульница леҫнӗ. Ҫак пӑтӑрмахӑн ӗҫ-пуҫне те паянхи кун тӗпчеҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 05

1886
140
Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Элифанов Степан Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1908
118
Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Прокопьева Зинаида Николаевна, юрӑҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та