__Шупашкар районӗн__ ҫынни килти выльӑх-чӗрлӗхе ӗрчетме ӗмӗт тытнӑ та, унӑy шухӑшӗсене суд ырламан. Ырламанни сӑлтавсӑр мар ӗнтӗ. Хайхи шӗремет выльӑха туянассипе аппаланас мар тенӗ, ҫавӑнпа та ют ҫын вӑкӑрӗпех хуҫаланнӑ.
Йӗрлев ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 2-мӗшӗнче асӑннӑ арҫын ҫырмара кӑкарнӑ выльӑха курнӑ та йӗри тавра ҫын куҫӗ ҫуккине кура ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса илсе кайнӑ. Вӑкӑре вара имшеркке пулман, йывӑрӗшӗпе кӗлеткине кура ӑна 35 000 тенкӗпех хакланӑ.
— Выльӑх хуҫи вӑкӑр ҫухалнине асӑрхасан, тӳрех полицие хут ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем вара вӑррине те, вӑкӑрне те тупса панӑ, — пӗлтереҫҫӗ прокуратурӑра.
Ҫапла вара суд пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх хайхи арҫын малтан та вӑрлас ӗҫпе аппаланине кура 4 ҫуллӑх пӗтӗмӗшле режимла юсав колоние лекнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |