Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.6 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Эпир пӗчӗк чухне пире мӑкӑнь шывӗ ӗҫтерсе ҫывӑратса янине анне халь те калать-ха. Кайран, ӳсерехпе, ун вӑррине епле юратса ҫиеттӗмӗр. Халӗ ӳсмест вӑл пахчара. Те вӑрӑ сапиччен тӑпӑлтарнипе пӗтрӗ вӑл — пӗлместӗп. Тепӗр тесен, паян ӑна пахчара ӳстерме юрамасть. Ӑна пухакансене вара йӗрке хуралҫисем ярса илеҫҫӗ. Ара, унтан наркотик хатӗрлеме пулать иккен те…

__Тӑвай районӗнче__ пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче __Канашран__ килнӗ 25 ҫулти ача йӗрке хуралҫисене ҫакланнӑ. Ҫынсен пахчине кӗре-кӗре тухакан ҫамрӑка ялти пӗр ҫын асӑрханӑ. Ку вӑл ыр шутпах ҫӳремест тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Лешсем часах вырӑна килсе ҫитеҫҫӗ. Хутаҫпа ҫырма тӑрӑх пыраканскер полицейскисене курсан тарма пикенет. Анчах пӗрех ҫакланать. Наркотикпа айкашма каччӑ уйӑх каялла тытӑннине пӗлтернӗ. Астармӑшӗ ӑша кӗрет те ӗнтӗ, пахча тӑрӑх мӑкӑнь шыраса ҫӳренӗ.

Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть каччӑ тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна саккунлӑ мар майпа наркотиклӑ япалана илнӗ тата упранӑ тесе айӑпланӑ. Каччӑ ӳкӗннине, ӗҫленине, ун пирки аван характеристика пулнине кура, Турра шӗкӗр, ытлашши кӑрах явап тыттарман — 15 пин тенкӗ штрафланипе ҫырлахнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 24

1924
102
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1924
102
Шевле Антип Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
41
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи