Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Олимп вӑййисене халалласа Олимп ҫулӑмӗн уявӗсем __Етӗрне районӗнче__ те иртеҫҫӗ. Районта Олимп ҫулӑмне шкулсене ҫитерсе парассипе эстафета пуҫланнӑ. Ӗнер факела __Етӗрнери__ 2-мӗш вӑтам шкул коллективӗ __Пӗрҫырлан__ шкулне илсе килнӗ, ҫак ятпа унта уяв иртнӗ. Паян Пӗрҫырлансем ӑна __Палтайри__ вӑтам шкул вӗренекенӗсене ҫитерсе панӑ. Унтан факел ҫулӗ __Кӑкшӑмри__ шкул вӗренекенӗсем патне кайнӑ.

Кӑкшӑмсем факела кӗтсе илме тӗплӗн хатӗрленнӗ: палтайсене спорта халалланӑ плакатсем, шарсемпе лентӑсем йӑтса салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. Шкулти аслӑ вожатӑй Л.П. Мидакова, класс ертӳҫисем ертсе пынипе Олимп ҫулӑмне хисеплӗ коридорпа тӑрса : «Ура!» — тесе хавхаланса саламланӑ. Унтан кашниех факела алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Иосифовна Александрова шкулти музей ертӳҫи: «Музей валли паха материал пулать», — тесе хаваспах ачасене сӑн ӳкернӗ.

Хыҫҫӑн шкулти спортсменсем вӑй-хал культурине вӗрентекеӗ А.В. Воронов тата шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.А. Корчева ертсе пынипе __Тури Ачак__ ялне ҫул тытнӑ, факела унта ҫитерсе панӑ. Ыран факел районти ытти шкулсене эстафетӑпа ҫул тытать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Чӳк, 01

1896
130
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
96
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
93
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
68
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та