Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫри этнографи музей комплексӗнче авалхи халӑхсен «Ӗмӗртен ӗмӗре» ятпа авалхи халӑхсен ҫеммисен фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри тата Мӑкшӑ Республикинчи ушкӑнсем пухӑннӑ. Мероприятие мӑкшӑ халӑхне ҫутта кӑларнӑ Макар Евсевьев ҫурланӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Фестиваль уҫӑлнӑ ятпа музейре Чӑваш Республикин халӑх художникӗн __Виктор Немцевӑн__ тата «Паха тӗрӗ» фабрикӑн ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Сӑмах май, фестиваль вӑхӑтӗнче хӑнасен иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенчи хӗрарӑмсен тата арҫынсен ҫипуҫне юсаса ҫӗнетнӗ «Ӗлӗкхи чӑваш кӗпи» коллекцийӗпе паллашма май килнӗ.

Хӑнасене асӑннӑ районти __Чӑваш Тимешри__ «Эревет» фольклор коллективӗ юрӑсемпе кӗтсе илнӗ.

Уява тӗрлӗ тӳре-шара та пырса ҫитнӗ паллах. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов, Мӑкшӑ Республикин наци политикин министрӗ Анатолий Чушкин, асӑннӑ регионӑн культура тата туризм министрӗн ҫумӗ Николай Храмов тата ыттисем пулнӑ. Хӑнасем мӑкшӑсен Чӑваш Енри культура центрӗн ертӳҫине Владимир Седойкина ертӳҫине халӑхсем хушшинчи килӗшӳшӗн тесе юбилей медалӗпе чысланӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Чӳк, 01

1896
130
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
96
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
93
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
68
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ