Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шупашкарта кӗҫех __Лаврентий Таллеров__ тата __Анисим Асламас__ ячӗллӗ урамсем пулма пултарӗҫ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗнче комисси ларӑвӗ иртнӗ, унта урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн ытти ҫурт-йӗре мӗнле ятсем памаллине сӳтсе явнӑ.

__Шупашкарти__ ҫуртсем ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнине час-часах кураймӑн. Чӑваш Енре вара паллӑ ҫын сахал мар пурӑннӑ. Халӗ ҫак лару-тӑрӑва ылмаштарма вӑхӑт ҫитнӗ-мӗн. Кӑҫал — Культура ҫулталӑкӗ-ҫке-ха. Дзержинск урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫинче кӗҫех асӑну хӑми ҫакмалла. Ӑна паллӑ патшалӑх ӗҫченне Леонид Прокопьева халаллӗҫ. Вӑл пурнӑҫӗн юлашки кунӗсене ҫак ҫуртра ирттернӗ. Асӑну хӑман эскизне конкурс ирттерсе суйланӑ та ӗнтӗ. Унта Владислав Немцевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Хӑмана гранитран тӑвӗҫ, брельефа — пӑхӑртан. Тӗп вырӑн Леонид Прокопьевӑн сӑнӗ йышӑнӗ.

Тепӗр хӑмана Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫтарма пултарӗҫ. Вӑл Совет тапхӑрӗнче ЧР Культура министерствине ертсе пынӑ Ида Кочеткова ячӗпе пулӗ. Ӑна хисеплесе Шупашкарти ҫӗнӗ пӗр урама та ят хума палӑртнӑ.

Ларура чӑвашсен паллӑ композиторне Анисим Асламаса, халӑх поэтне Лаврентий Таллерова та ҫапла хисеп тума сӗннӗ. Лаврентий Васильевич Шупашкара юратнӑ, кунта 44 ҫул пурӑннӑ. Хӑйӗн чи лайӑх хайлавӗсене вӑл шӑпах ҫак хулара ҫырнӑ. Ларура ҫӗнӗ урамсене мӗнле ят памаллине ҫеҫ мар пӑхса тухнӑ. Унта киввисене те тишкернӗ. Сӑмахран, Шупашкарти политехника институчӗ «Патрис Лумумба урамне» хӑйӗн ячӗпе хисеплеме сӗннӗ. Анчах кӑна ырлакан тупӑнман.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ