Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Енре «Олимпиадӑпа ҫывӑхрах паллаш» акци малалла пырать. Ҫак тапхӑрта Олимп вӑййисен тӗп палли республикӑри мӗн пур шкулта, ача пахчинче тенӗ пекех пулса курнӑ. Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, факел __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ хӗрарӑмсен колонийӗнче пулнӑ.

Акци йӗркелӳҫисем палӑртнӑ пекех, Чӑваш Республикинче Олимп вӑййисен факелне кашниех тытса пӑхма, унпа сӑн ӳкерӗнме пултарать. Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен колонине факела РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, марафон чемпионки, Олимп вӑййисене хутшӑннӑ тата Шупашкарта Олимп эстафетинче ҫулӑм йӑтса чупнӑ __Алина Иванова__ илсе ҫитернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна колонире питӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, йӗплӗ пралук леш енчи хӗрарӑмсемпе калаҫу лӑпкӑн иртнӗ. Алина Иванова факелсӑр пуҫне хӑйӗнпе пӗрле медальсем илсе пынӑ. Спортсменка колонири хӗрарӑмсем ӑна пӗлнинчен, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн тӗлпулу факелпа сӑн ӳкерӗннипе вӗҫленнӗ.

Аса илтерер: Шупашкарта Олимп ҫулӑмӗн эстафети пулнаранпа 1,5 уйӑх иртнӗ, Олимп вӑййисем вӗҫлениччен пӗр эрнене яхӑн юлнӑ. Факел вара хӑйӗн ҫулҫӳревне малалла тӑсать: шкулсене, ача пахчисене, халӗ ав тӗрмесене те ҫитет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 05

1886
140
Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Элифанов Степан Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1908
118
Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Прокопьева Зинаида Николаевна, юрӑҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем