Ҫурхи ейӳ Чӑваш Енре пӗлтӗрхилле пулмалла. Анчах та пуш уйӑхӗнче юр нумай ҫусан лару-тӑру ылмашма та пултарать. Юлашки ҫулсенче пӗр ҫур та ейӳсӗр, шыв илнисӗр иртменнине кура кӑҫал та ҫур лӑпкӑн иртсе каясса шанманнине Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ.
Ведомство асӑрханӑ тӑрӑх, раштав–нарӑс уйӑхӗсенче сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам температурӑран 2–3 градус ӑшӑрах пулнӑ. Шыв ака уйӑхӗн пӗрремӗш вун кунлӑхӗнче юханшывсенче тулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра юр ытти ҫулсенчи вӑтам ҫӳллӗшӗнчен 2 сантиметр хулӑнрах-мӗн.
Яланхиллех __Улатӑр__ хули пӑшӑрхантарать. Унта Подгорье текен микрорайонта 40–70 ҫурта шыв илет. __Ҫӗрпӳ районӗнче__ пӗлтӗр хӳтӗлев сооруженийӗсем тума пуҫланине кура лару-тӑру лӑпкӑрах пуласса шанаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |